Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫасӑрах (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулсан, ман шутпа, хресченсене укҫасӑрах памалла ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсӗ, Миша, улпутсен ҫӗрӗсене туртса илсе, хресченсене укҫасӑрах памаллине, теттӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Аки-сухине тума укҫасӑрах вӗрентӗпӗр-ҫке! — терӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрт лартса пачӗ сана Микулай Уҫӑпӑч, лаша туянтӑн укҫасӑрах.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь, тата, Марине кинемей ӑна хӑй пӑхса ӳстернӗ лашине укҫасӑрах парать пулсан — ма хӗпӗртес мар?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫасӑрах паратӑп, кивҫенле, — ирӗксӗр Кольӑна пӗр пирус тыттарчӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем халиччен ытларах сутасчӗ тесе, ҫӑмартине хӑш чухне укҫасӑрах шанса паркаланӑ пулсан, халӗ пурте парӑмӗсене илме васкаса килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗр улпучӗсен, мӑнастырсен ҫӗрне пурне та ӗҫлесе пурӑнакан хресченсен аллине укҫасӑрах памалла!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Тумак» текеннине укҫасӑрах параҫҫӗ: пурпӗр тислӗк купи ҫине кайса тӑкмалла вӗсене.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сан шутпа пулсан, пӗтӗм революци сана пӑртакҫӑ улпут ҫӗрне касса панисӗр пуҫне, помещик вӑрманӗнчен укҫасӑрах ҫирӗм пӗрене панисӗр пуҫне тата староста вырӑнне председатель туса лартнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те памасть пек туйӑнать ӗнтӗ; сан шутпа пурӑнӑҫ та халиччен мӗнле пулнӑ, малашне те ҫавӑн пекех юлмалла пек туйӑнать ӗнтӗ.

По-твоему, вот вся революция только и кончится тем, что прирежут тебе барской земли да отпустят из помещичьего леса бревен штук двадцать задаром, ну, да старосту председателем заменят, а жизнь сама какой была, такой и останется.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юнкун чайнӑйра укҫасӑрах сӑра ӗҫме сӗмленнӗ каччӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эп сана ракне ахалех парӑп, укҫасӑрах ҫитерӗп.

Я тебе рака за так дам, без грошей.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ, анчах ӗҫҫыннисене ҫеҫ.

Вход бесплатный и только для трудящихся.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Укҫасӑрах ӗҫлетӗп, революцишӗн!

Бесплатно работаю, на революцию.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Укҫа ҫук-тӑк, халлӗхе укҫасӑрах революци уссишӗн ӗҫлетпӗр!

И, пока нет денег, работать бесплатно, на пользу революции!

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Халӗ эпир пурте укҫасӑрах ӗҫлетпӗр: эсӗ те, эпӗ те.

Все мы сейчас работаем бесплатно: и я, и ты.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эсӗ питӗ лайӑх арҫын ача, ҫавӑнпа ман сухала укҫасӑрах курма пултаратӑн.

— Ты такой славный мальчуган, можешь бесплатно посмотреть на меня.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эрех лавккисене ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ, пылпа эрехе тата сӑрана укҫасӑрах илсе пӗтерчӗҫ; шинкарсемшӗн вара хӑйсене тивменни те савӑнӑҫ пулса тӑчӗ.

Винные шинки были разбиты; мед, горелка и пиво забирались просто, без денег; шинкари были уже рады и тому, что сами остались целы.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсем Везувий ҫывӑхне пурӑнма вырӑнаҫса ларнӑ ҫынсем евӗрлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, запорожецсен укҫа пӗтсе ҫитсен, вӗсем, харсӑрскерсем, лешсен лавкисене ҫапса ҫӗмӗрсе мӗн кирлине яланах укҫасӑрах илнӗ.

Они были похожи на тех, которые селились у подошвы Везувия, потому что как только у запорожцев не ставало денег, то удалые разбивали их лавочки и брали всегда даром.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сире, фронтра вилнӗ ҫын арӑмӗ тесе, укҫасӑрах паратпӑр.

Вам, как жене погибшего фронтовика, бесплатно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех