Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗнче (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑрлач уйӑхӗнче Мускаври чи паллӑ архитектура палӑкӗсенчен пӗрне - сӑваплӑ Василий Соборне - тума пикентӗм.

В январе начал строить один из архитектурных памятников Москвы - Собор Святого Василия.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ҫуллен утӑ уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем хушма хуҫалӑхсем тӑрӑх тӗрӗслеме тухаҫҫӗ, улшӑнусене кӗнекере палӑртаҫҫӗ.

Каждый год в июле специалисты сельского поселения выходят на проверку по личным подворьям, все изменения заносят в книгу.

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑн командӑсен V чемпионачӗ уҫӑлать.

В июне 2015 года в Чебоксарах состоится V командный чемпионат Европы по легкой атлетике.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ уҫӑлчӗ, вӑл ҫамрӑксене хӑйсен техника тӗлӗшӗнчи идейисене пурнӑҫлама, вӗренме тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшакан вырӑн пулса тӑрать.

В апреле 2014 года открыт Центр молодежного инновационного творчества, представляющий собой площадку, где молодежь может реализовывать свои идеи, обучаться и обмениваться опытом в технических областях.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «ЭКРА» НПП тулли мар яваплӑ обществӑра производство комплексӗн пӗрремӗш черечӗ хута кайрӗ.

В июне 2014 года запущена первая очередь комплекса производственного назначения в ООО НПП «ЭКРА».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Экоклинкер» тулли мар яваплӑ обществӑн илемлетмелли пысӑк пахалӑхлӑ клинкер керамика плиткисем туса кӑларакан Раҫҫейри пӗрремӗш завочӗ уҫӑлнӑ.

В октябре прошлого года в Новочебоксарске состоялось открытие первого в России завода высококачественной отделочной клинкерной керамической плитки ООО «Экоклинкер».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Юлашки икӗ ҫулта республикӑри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлӗ 60 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче «Ял ҫыннисене - 100 ФАП» проекта вӗҫлетпӗр.

За два последних года в селах и деревнях республики построено 60 современных модульных фельдшерско-акушерских пунктов, и в августе текущего года проект «100 ФАП – нашим селянам» будет завершен.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Сочи хулинче ҫӗршывра пуҫласа хӗллехи Олимп вӑййисем иртрӗҫ.

В феврале прошлого года в Сочи впервые в нашей стране состоялись Олимпийские зимние игры.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

1988 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӑрахрӑм, унтанпа тытман.

В августе 1988 года бросил, с того времени не трогал.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

1986 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче сержант званине пачӗҫ.

В ноябре 1986 года дали звание сержанта.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫав ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1985 ҫулхи раштав уйӑхӗнче медальпе чысларӗҫ.

В декабре 1985 года за героизм в том бою наградили медалью.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех