Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑмӗсем (тĕпĕ: уйрӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем пӗр сехет маларах хупӑнӗҫ.

30 апреля и 8 мая почтовые отделения закроются на час раньше.

Раҫҫей Почти канмалли кунсенче мӗнле ӗҫлӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31718.html

Отрядсенчен пирӗн тиме хурса кӗске срокрах пӗрлештернӗ шултӑра ҫар уйрӑмӗсем туса хумалла, вӗсене революцине юратакан пӗрлӗхлӗ командованине пӑхӑнтармалла — регулярнӑй ҫар тумалла…

Со всей решимостью, в кратчайший срок, мы должны сформировать из отрядов крупные соединения, подчинить их единому командованию, преданному революции, — должны создать регулярную армию…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кунта тӗнчери минерал тӗслӗхӗсем пурте пур, кашнин ҫумнех хут ҫырса ҫапнӑ, вӗсене тӗрлӗ йышши минералсен пысӑкрах уйрӑмӗсем тӑрӑх пӗтӗм йӗркипе сарса хунӑ.

Здесь находились все образцы минерального царства, снабженные этикетками и разложенные в полном порядке по трем крупным разделам минералов: горючих, металлических и камневидных.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эвакуаци йӗркипе пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑсатнӑ пулсан та, вӗсем малтанхи вырӑнсенчех тепӗр хут — малтан уйрӑм ҫынсем, унтан ушкӑнсем, кайран пайсемпе главка уйрӑмӗсем йӗркелене пуҫларӗҫ: вӗсенчен чылайӑшӗсене малтанлӑха ҫыхӑну тытма, хӑш-пӗр ыйтусене татса пама ҫеҫ йӗркеленӗччӗ, кайран вара чиперех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

Эвакуированные почти в полном своем составе, они возникали на прежних местах — сначала отдельные представители, затем группы, а потом отделы и подглавки — для связи, согласования и просто для работы.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Институтра 4 уйрӑм уҫма палӑртаҫҫӗ: карап тӑвакансен, металлургипе ӗҫлекенсен тата электромеханикӑпа экономика уйрӑмӗсем.

В институте наметили четыре отделения: кораблестроительное, металлургическое, электромеханическое и экономическое.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӳлевсӗр путевкӑсемпе тӑлӑхсене (вӗрентӳ уйрӑмӗсем урлӑ), патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлӗ ачасене (социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗ) путевкӑн тулли хакне тӳлеме пултарайман организацисенче ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗсен ачисене (РФ ФСС Тутарстанри филиалӗ урлӑ) тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кунта льготӑна тивӗҫекенсем капиталлӑ юсавшӑн суммӑна пӗтӗмпех тӳлемеллине те палӑртса хӑвармалла, регионти закон вӑя кӗрсен вара районсенчи социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗсем ҫӑмӑллӑхсене шута илсе вӗсене ҫӗнӗрен шутласа парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Уйӑха пӗтӗмлетнӗ чухне вара почта уйрӑмӗсем урлӑ тӳленисен пӗтӗм даннӑйӗсем фонда ҫитеймен, урӑхла каласан, укҫи-тенки ҫитнӗ, анчах та лицевой счетсем ҫине ҫырӑнман.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Регионти операторӑн хӑйӗн касси ҫук, ҫавӑнпа та тӳлевсене банксем, почта уйрӑмӗсем, агентсем урлӑ йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех