Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрреммӗнех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Буржуаллӑ идеологсем социализм вӑхӑтӗнче ӑс-тӑн пурнӑҫӗ, Совет Союзӗнчи халӑхсен культури чакса пырать тата унӑн нациллӗ уйрӑмлӑхӗсем пӗтеҫҫӗ тесе элек сарнине чӑваш литературипе искусствин аталанӑвӗнчи ӳсӗмсем те тӳрреммӗнех сирсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Унччен вырӑнти администраци яваплӑ пулнӑ та — протоколсене «тӗрки-тӗркипе ҫырнӑ», халь вара ҫак яваплӑха тӳрреммӗнех каяшсене тухса пӑрахакан ҫине куҫарнӑ — ҫакӑ, паллах, тӗрӗс, анчах айплисем тӗлӗшпе заявленисем ҫукпа пӗрех.

До этого ответственной была местная администрация - протоколы писали пачками, сейчас же эту ответственность напрямую перенесли на выбрасывающих мусор - это, конечно, правильно, только в отношении виноватых заявлений почти нет.

Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05

– Техникум директорӗ должноҫ полномочийӗсемпе киревсӗр шухӑшпа усӑ курни обществӑн тата патшалӑхӑн законпа хӳтӗленекен интересӗсене тӳрреммӗнех пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Унӑн культурин тата цивилизацийӗн тӗп кӑтартӑвӗсем кинемей-мучие социаллӑ гарантипе, хӳтлӗхпе тивӗҫтернипе тата пулӑшу пахалӑхӗпе, влаҫ органӗсем, бизнес тытӑмӗ, пӗтӗм халӑх манӑҫа кӑларманнипе тӳрреммӗнех ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Халӑхсене ҫывӑх тӑракан, вӗсен кун-ҫулӗпе, пурнӑҫӗпе тӳрреммӗнех кӑсӑкланакан организаци республикӑри чылай наци ҫыннине хӑйсем ҫине ҫӗнӗлле, тишкерӳллӗ куҫпа пӑхма май парӗ, вӗсен культурине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас ӗҫре ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулма хистӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех