Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ак тата», — шухӑшларӗ Яков, хӑех лартнӑ хурӑн ҫумне тайӑннӑ манахӑн тӳрккес кӗлетки ҫине пӑхса.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Амӑшӗ те, кулӑшла пулсан та, тӳсме ҫук ухмах; тӳрккес ашшӗ, ватӑ упа ҫынсемпе пурӑнма пӗлмен, ӳсӗр те лапӑрчӑкскер, унтан та ытларах ухмах.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Имшеркке ача, тӳрккес.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Тӳрккес. Ухмахрах», — шухӑшларӗ ашшӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем, ҫурма ӳсӗрскерсем, хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне тӗртӗнсех тӑраҫҫӗ, пӗри — темӗн пысӑкӑш, сӗлӗ миххи пек тӳрккес кӗлеткеллӗ, унан куҫхаршисем айӗнчи хӗрлӗ те ансӑр шӑтӑксенчен ӳсӗр савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем пӗр чарӑнми юхаҫҫӗ; тепри — халех сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пек, пур шӑнӑрсене те хытарса, вӑрӑм аллисене хускаткаласа, хӑйӗн пӗҫҫисене шӑлкаласа тӑрать, куҫӗсем унӑн ӑсран кайнӑ ҫын куҫӗсем пек ялтӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй валли ҫеҫ каланине ӑнланса илмесӗр тата партизан ҫав тери тӳрккес пулнишӗн тӑлмач ун умӗнче каҫару ыйтнӑ пек, хулпуҫҫийӗсене хӗстеркелесе тата аллисемпе сулкаласа, пит хӑвӑрт куҫарса пачӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Ҫаплине ҫапла та, анчах каясшӑн мар-ха, ытла та тӳрккес, — терӗ вӑл сасӑпах.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Песковатскинче ҫынсем пуянтарах пурӑнаҫҫӗ, унти халӑх тӳрккес вӑл, ытларах хуларан илекен тупӑшпа пурӑнать.— Народ в Песковатском закоренелый, упрямый, больше от города кормится, чем от земли.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл скелета тытса тӑракан каркасӑн тимӗртен тунӑ пысӑк тӗкки пулнӑ, Давыдов хӑйӗн тӳрккес тата темӗнпе те ннтересленме юратакан тусне тавлашса кайнӑ вӑхӑтра яланах ҫав тимӗр тӗкӗпе хӗртетӗп тесе хӑрататчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Килнӗ ҫын хӑйне сӑпайлӑ тытать, тӳрккес ыйтусем памасть, ырхан та пӗчӗк ачаран тӗлӗнмест, ӑна ытти тулли, хитре ачасемпе танлаштарса калаҫмасть.
Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ют йӑласене тиркесе, йӗкӗлтесе кулни тӳрккес те киревсӗр.Невежливо и бестактно критиковать чужие порядки или иронизировать над ними.
Туристла ҫулҫӳревре // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хуть мӗнле хытӑ ыйтнӑ е ответленӗ сӑмах та тӳрккес илтӗнет, ҫавӑнпа «ҫапла», «ҫук», «мӗнле?» тенӗ сӑмахсенчен пӑрӑнма тӑрӑшмалла.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Урасене сарса пусса, алтупанӗсемпе чӗркуҫҫинчен таянса ларакан арҫын кӑнттам та тӳрккес курӑнать.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчи, калаҫӑвӗнчи кӑлтӑксене (тытӑнчӑклӑ калаҫнине, хӑлха илтменнине, уксахланине т. ыт. те) виртлесе хӑтланни, ҫынна куҫ умӗнче каламасан та, питӗ тӳрккес те илемсӗр япала.
Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тӳрккес те хӑй тӗллӗн кӑна ӗҫ тума юратаканскер вӑл манран нихҫан та ним ҫинчен те ыйтасшӑн марччӗ.Самолюбивый и упрямый, он ни о чем не хотел меня спрашивать.
Ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шурӑмпуҫ ҫутинче ҫывӑракан Зойӑн лӑпкӑ сӑнне, тӑп-тӑп чӑмӑртанӑ тӳрккес тутисене куртӑм та юлашки хут вӑл каялла тумасса ӑнлантӑм.
Уйрӑлу // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ӑна класа ертсе килӗп, ан тив, вӑл хӑех ҫак мӗнпур ҫав шуйттансем ҫине пӑхтӑр, — учитель мачча тӑрӑх ҫакӑнса тӑракан шуйттансем ҫине кӑтартрӗ, — ҫак перо ҫине тата ҫак чернил ямалли савӑта пӑхтӑр; тата ҫакна та калӑп эпӗ: пурне те пуҫтараканни, чи усалли, чи тӳрккес, ӑстӑнсӑр выльӑх вӑл Вахнов, тейӗп.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Ҫав какайҫӑ пекех тӳрккес пулнӑшӑн айӑплӑ эсӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ача-пӑчасене хӑй алӑкӗ патӗнчен аяккалла хӑваланӑ чухне, хулӑн та тӳрккес сассипе вӑл темле хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсен сехрисене хӑпартнӑ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Каччӑн сӑн-пичӗ тӗксӗм, тӳрккес.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.