Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӳлесрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патша панӑ хут виҫӗ ҫуллӑха ясак тӳлесрен хӑтарнӑ пулин те тӳре-шарапа вырӑнти куштансем хура халӑха ҫаратма чарӑнман.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
7) Чӑваш Республикин ҫӗнӗ налукӗсене кӗртесси е налуксене пӑрахӑҫласси, вӗсене тӳлесрен хӑтарасси ҫинчен, патшалӑх заемӗсем кӑларасси, Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ обязательствисене улӑштарасси ҫинчен калакан саккунӗсен тата тӑкаксене федераци бюджечӗпе Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчи укҫа-тенкӗрен саплама палӑртакан ытти саккунсен проекчӗсем пирки, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хушнипе, пӗтӗмлетӳсем парать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
3. Ҫӗнӗ налуксем кӗртесси е налуксене пӑрахӑҫласси, вӗсене тӳлесрен хӑтарасси ҫинчен, Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ обязательствисене улӑштарасси ҫинчен калакан саккунсен проекчӗсене, тӑкаксене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчи укҫа-тенкӗпе саплама палӑртакан ытти саккунсен проекчӗсене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӑратнипе е вӑл пӗтӗмлетӳ панипе пӑхса тухать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
32. Иерусалим керемне те хӑвӑр аллӑра паратӑп, ӑна хуралламашкӑн аслӑ священника хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫынсем суйласа илсе лартма ирӗк паратӑп; 33. Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнӗ кирек хӑш иудее те хамӑн пӗтӗм патшалӑхӑмра тӳлевсӗрех ирӗке яратӑп: пурте вӗсем хӑйсемшӗн те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗшӗн те хырҫӑ тӳлесрен ирӗклӗ пулччӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1