Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӳлемеллине (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Унчченхи тискерлӗхсене аса илӗн те: «хырҫӑ тӳлемеллине ҫырса ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши? куланая виҫекенӗ ӑҫта-ши? пашнесене тӗрӗслесе ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши?» тейӗн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин хӑйӗн хирне мар, сутӑн илнӗ хире Ҫӳлхуҫана халаллать пулсассӑн, 23. священникӑн ӑна юбилей ҫулӗ ҫитиччен мӗн чухлӗ тӳлемеллине шутласа памалла, хирӗ Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулнине кура, унӑн ҫав кунах тӳлесе татмалла; 24. юбилей ҫулӗнче вара ҫак ҫӗр ӑна камран илнӗ, ҫавна куҫӗ, кам ҫак ҫӗре тивӗҫлипе тытса тӑнӑ, ҫав ҫын аллинех куҫӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта льготӑна тивӗҫекенсем капиталлӑ юсавшӑн суммӑна пӗтӗмпех тӳлемеллине те палӑртса хӑвармалла, регионти закон вӑя кӗрсен вара районсенчи социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗсем ҫӑмӑллӑхсене шута илсе вӗсене ҫӗнӗрен шутласа парӗҫ.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Шӑп та лӑп мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӗлес тесен граждансем фонда ҫӗнӗ квитанцисем илме пыма та пултараҫҫӗ.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Куҫ курманнисен пӗрлӗхӗн кунӗсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укҫине тӳлемеллине, пухӑнса кайнӑ парӑма татмашкӑн кайран кансӗр пулассине аса илтерет.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Страницăсем:
- 1
- 2