Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫеҫенхире сӗткенлӗ ешӗл курӑк витсе илнӗ, йӑмӑх чечексемпе тӗрлӗн курӑнса выртать.Степь была покрыта сочной зеленой травой, пестрела яркими цветами.
Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Цаупере темӗн тӗрлӗн авкаланать-хуҫкаланать, аллисемпе хӑлаҫланать-ҫапкалашать, ҫав самантра тарҫи сусӑрланасран Гент кӑштах шикленет те.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем ҫинчен шухӑшламасан, урасем айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ, алӑсем тем тӗрлӗн хӑлаҫланма пуҫлаҫҫӗ.В противном же случае ноги забирали по сторонам, а руки выделывали какие-то жесты.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑхрах ак, пуйӑс пынӑ майӑн, вӑрман чӑтлӑхӗнчен чашласа тухакан пысӑках мар юханшыв курӑнса кайрӗ те чечеклӗ улӑхра, савӑнӑҫне ниҫта чике пӗлмесӗр, ҫитмӗл те пӗр тӗрлӗн авкаланса выртрӗ.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӗсем пӗр паллӑ формӑллӑ пулман, кӗлеткине тата вырӑнне пӗрмаях улӑштарнӑ; е пӗр минутлӑха чарӑна-чарӑна тӑнӑ, е тата, коньки тӑхӑннӑ улӑпсем пек, ҫунса кӑмрӑкланнӑ ҫӗр ҫийӗпе ярӑнса ҫӳренӗ, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӗлӗнмелле кукӑрӑлкаласа, ҫӗр тӗрлӗн хуҫкаланса, пӗр-пӗрин патнелле тайӑлкаласа илнӗ.
IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Стёпка ӑна кӑларса ҫутатрӗ те, фонарь ҫути тенкелсем ҫинче, пӗр-пӗрин ҫинче айлӑн-ҫийлӗн темӗн тӗрлӗн выртакан ҫынсен кӗлеткисем тӑрӑх шуса кайрӗ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пӗр тӗрлӗн вӗҫсӗр чӗриклетсе тӑни сӑпка юрри пек канлӗ туйӑнать; пыратӑн кӳмере ларса, сисмесӗрех тӗлӗре пуҫланине туятӑн, анчах таҫта ҫывӑрса каяйман темле кайӑк канӑҫсӑррӑн та кӗскен кӑшкӑрса ярать кӑна е тата такам тӗлӗнсе ӑнланмалла мар «А-а!» тенӗ евӗр кӑшкӑрнӑн туйӑнса каять ҫеҫ — каллех куҫ хупанкисем уҫӑлаҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
3. Хӑй асапланнӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса панӑ, вӗсене хӗрӗх кун хушши курӑнса, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1