Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн гражданла позицийӗ, чуралла генотипа хирӗҫ иммунитет пурри чун тӗпӗнчен тав сӑмахне пӑчӑртаса кӑларать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Сцена ҫинче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, ҫаран ҫинче – кашӑксемпе ҫӑмарта йӑтса чупакансем ӑмӑртаҫҫӗ, кӗвентесемпе шыв йӑтса пӗр тумламне тӑкмасӑр утаҫҫӗ, улӑм тултарнӑ михӗсемпе пӗр-пӗрне пӗрене ҫинчен ҫапа-ҫапа антараҫҫӗ, турӑх тултарнӑ турилкке тӗпӗнчен тимӗр укҫа шыраса сӑмсапа хумсем кӑларса «ишеҫҫӗ».
Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав каҫхине — чӑннипе те тӳсмелле мар, чӑтмалла мар тамӑк тӗпӗнчен тухнӑ каҫхине — вӗсем яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ, 14. анчах вӗсене е тискер ӗмӗлкесем шуйхатса ӳкернӗ, е вӗсем чунӗ хавшанипе халсӑрланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен хӑратса пӑрахнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ман ҫине темӗн чухлӗ хӑрушӑ асап яратӑн, анчах мана каллех чӗртетӗн, мана каллех ҫӗр тӗпӗнчен кӑларатӑн.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа каларӗ: «Васанран каялла антарӑп, тинӗс тӗпӗнчен кӑларӑп: 24. уруна тӑшманусен юнне чикӗн, вӗсен юнӗ йыттусене пулӗ» терӗ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗр тӗпӗнчен те тарӑн — ӑҫтан пӗлейӗн эсӗ?
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн сӑну умӗнче тусемпе юханшывсем хӑйсен тӗпӗнчен хускалӗҫ, чулсем карас ӑвӑсӗ евӗр ирӗлӗҫ, анчах Эсӗ Хӑвӑнтан хӑракансене ырӑлӑх паратӑн, хӗрхенетӗн.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗри тӗпӗнчен тухакан юрату та, курайманлӑх та, савӑнӑҫ та.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Патшалӑхӑн кӳлӗ тата пулӑ хуҫалӑхӗн наука-тӗпчев институчӗн Чулхулари лабораторийӗ юханшыв тӗпӗнчен хӑйӑр кӑларнӑ тата ӑна тарӑнлатнӑ чухне пулӑ саппасне кӳрекен сиен кашни 1000 кубла метр хӑйӑр пуҫне вӑтамран - 5,6, кӗпер тунӑ е ӑна тӗпрен юсанӑ, шыв айӗпе пӑрӑх хывнӑ е ӑна улӑштарнӑ чухне 198 килогрампа танлашнине палӑртнӑ.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Шыв тӗпӗнчен строительство хӑйӑрӗ кӑлараҫҫӗ.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№