Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпӗнчен (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлес пулсан, вӑя хӗрхенмӗп, — пыр тӗпӗнчен чӗтренсе тухрӗ унӑн сасси.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлтӗрхи хӑмӑл тӗпӗнчен ҫамрӑк ҫумкурӑк тапса тухни анана ула-чӑлалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл кӗпе-тумтирӗпех шыва сикнӗ, пӗве тӗпӗнчен кӗҫ-вӗҫ чунӗ тухас ачана туртса кӑларнӑ, ҫыранта тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ыйхӑ пуснине кура Ульха вырӑн сарма шутларӗ, ҫӳпҫе тӗпӗнчен халиччен тытман вырӑн ҫиттине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Халӗ, Раман, хамӑр музей валли ҫак юман тӗпӗнчен ҫаврашка касса юлар.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унсӑрӑн тӗпӗнчен илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗншӗн тесен вӗсене чӗре тӗпӗнчен, пысӑк юратупа каланӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ача вӗлерекен! — лейтенант пыр тӗпӗнчен пӑшӑлтатса кӑларчӗ сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шыв тӗпӗнчен ним пулман пекех сакӑр хӗр тухать: Ешӗлпипе хӗрӗсем ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шывран, пӗве тӗпӗнчен, тухать иккен каччӑ!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫӑл куҫ тӗпӗнчен тенӗ пек ун ҫине темле палламан ҫын пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шыв ҫийӗн ҫутӑ хум вылять, тӗпӗнчен чӗре пек пӑлпӑл! тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун тӗпӗнчен карап ванчӑкӗсем тухаҫҫӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тинӗс тӗпӗнчен нефть кӑларни.

Нефть со дна моря.

Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пилӗк километр тӑршшӗ хурҫӑ троспа Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тарӑнӑшне виҫе-виҫе пӑхнӑ, шывӑн тӗрлӗ сийӗнчи температурине сӑнанӑ, тинӗс тӗпӗнчен пробӑсем илнӗ.

Через отверстие во льду зимовщики опускали 5-километровый трос, измеряли глубину океана, определяли температуру различных слоев воды, брали пробы с морского дна.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр сехет те иртмен, шӑтӑк тӗпӗнчен хӑйӑр мар, тӑм кӑларса ывӑта пуҫланӑ.

Не прошло и часа, как из ямы стали выбрасывать не песок, а глину.

Ҫӑлсем (пусӑсем) // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Тинӗс тӗпӗнчен пулсан та тупатӑпах.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑхӑт — ҫӗр тӗпӗнчен тупать, Вӑхӑт — ҫӗр тепне тӗртет…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Сасси пырӗ тӗпӗнчен аран чӗтренсе тухрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех