Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗкӗсене (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самантлӑха кӑтӑш пулнӑ ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ кунӑн пӗрремӗш хыпарҫисем, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, чӗвӗлтетме те пуҫларӗҫ, хӑйсен ҫепӗҫ сассисемпе лӑпкӑн ҫывӑракан ӗҫҫыннисен тутлӑ тӗлӗкӗсене сирсе яма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫивӗч чӗлхеллӗ хӗрарӑм паҫӑрах хӑйӗн тӗлӗкӗсене каласа пӗтернӗ те халӗ шӑпах ӗҫлесе ларать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн тӗлӗкӗсем — интереслӗ мар, вӗсем пурӑнӑҫра пулса иртекен ӗҫсем пекех кичем те киревсӗр, ҫавӑнпа та эпӗ ӑнланаймастӑп: мӗншӗн-ха вӑл хӑйӗн тӗлӗкӗсене хаваслансах каласа парать, анчах хӑйӗн йӗри-тавра пулса иртнисем ҫинчен калаҫма юратмасть?

Сны его — не затейливы, они так же скучны и нелепы, как действительность, и я не понимаю: почему он сны свои рассказывал с увлечением, а о том, что живет вокруг него — не любит говорить?

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кашни ирех анне пире хӑйӗн тӗлӗкӗсене кала-кала парать.

Каждое утро мама рассказывает нам свои сны.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хуан-Мария-Мигуэль-Хозе-Диац лӑпланнӑ та хӑйӗн тӗлӗкӗсене те мана пуҫланӑ.

Хуан‑Мария‑Мигуэль‑Хозе‑Диац успокоился и стал забывать даже свои сны.

III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Юмӑҫӑн вӗҫӗмсӗр тӗлӗкӗсене Шерккей урӑх итлесшӗн пулмарӗ.

Шерккею уже претили бесконечные сны знахарки.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Эй, ҫак тӗлӗкӗсене!..

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Питӗр хули 300 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленнӗ чухне архивра I Петӗр патшан тӗлӗкӗсене Акӑлчан посолӗ ҫырса пынисене тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

32. Эпӗ яман, Эпӗ хушман пулин те, хӑйсен суя тӗлӗкӗсене каласа паракан, Манӑн халӑхӑма улталаса-илӗртсе ҫӳрекен, хӑйсен халӑхне нимӗнле усӑ та кӳмен пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

32. Вот, Я - на пророков ложных снов, говорит Господь, которые рассказывают их и вводят народ Мой в заблуждение своими обманами и обольщением, тогда как Я не посылал их и не повелевал им, и они никакой пользы не приносят народу сему, говорит Господь.

Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӗсен ашшӗсем Ваала пула Ман ятӑма манса кайнӑ пек, хӑйсен тӗлӗкӗсене пӗр-пӗрне каласа парса Хамӑн халӑхӑм Ман ятӑма манса кайтӑр теҫҫӗ-ши вӗсем?

27. Думают ли они довести народ Мой до забвения имени Моего посредством снов своих, которые они пересказывают друг другу, как отцы их забыли имя Мое из-за Ваала?

Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.

9. И вспомнил Иосиф сны, которые снились ему о них; и сказал им: вы соглядатаи, вы пришли высмотреть наготу земли сей.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех