Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗле (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра пирӗн тӗле васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫитрӗм ӗнерхи тӗле, Турунов бригадин пӗр ушкӑнӗ столовӑй тунӑ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑнасем виҫҫӗш виҫӗ тӗле вырнаҫнӑ та чӗнмесӗр ун-кун пӑхкаласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсене хӑйсен вырӑнне майлаштарса ҫапнӑ тӗле каҫ пулса килет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта ҫитнӗ тӗле пуҫ ҫине темле курӑк ҫулҫисем тӑкӑнчӗҫ, пит-куҫа эрешмен карти ҫыпҫӑнса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Манӑн чӗре, юрра итленӗ майӑн, хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ, тепӗр самантран эпӗ хӑва тӗми ҫумӗнче юрлаканне хӑйне те куртӑм — вӑл вӑрмантан тӳрех ман тӗле утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ялтан пӗр виҫ ҫухрӑм пек кайсан, вӑрмантан пире хирӗҫ пӗр ЗИС-5 машина тухрӗ, пирӗн тӗле ҫитсен, чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Каникултан Ленинграда каялла таврӑннӑ тӗле нимӗн те улшӑнманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку повеҫре автор вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле 18 — 20 ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑксем ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автобус чарӑннӑ тӗле пырса, ним сӑлтавсӑрах пӗр ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе амантса пӗтерчӗҫ, эпӗ ун хутне кӗме тӑрсан, хама хӗнесе тӑкрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Апла-тӑк, ҫакӑн пек калаҫса татӑлӑпӑр: ыран ирхине, ӗҫ пуҫланнӑ тӗле, автоинспекцине пырӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, темелле, анчах эп каялла ҫаврӑнса пынӑ тӗле машина ҫукчӗ ӗнтӗ, кайнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ку тӗле ҫитсен, палламан арҫын хӑюсӑртарах, тытӑнчӑклӑрах калаҫма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Юри ман тӗле кӑларса ятӑн вӗт, шуйттан илесшӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӗншӗн ӑна ятарласах ман тӗле сӑнчӑртан вӗҫертсе ятӑн?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ман тӗле тата Захар Фомич ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав тӗле ҫитнӗ Изамбаев, муклашкаран урипе тӗрӗнсе тӑнӑскер, малтан Генӑна хӑпарма пулӑшрӗ, кайран — хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ӑҫтан татӑлса анчӗ вӑл пирӗн тӗле?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ман тӗле хальхинче ӗҫлес текенсемех ҫакланатчӗҫ — пӗркунхи хӗрарӑм пек, кӗреҫе ҫине ҫеҫ уртӑнса тӑмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Макҫӑм мучисен хура автанӗ хыҫҫӑн ялти мӗнпур автансем шарлаттарса авӑтма пуҫланӑ тӗле хӗр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех