Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗле (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Акчуровсен помидорӗ тытӑннӑ тӗле эпир пасара ҫӗнӗ помидор сутма кӑларатпӑр, — терӗ хӗр, татӑлнӑ сӑмаха каллех сыпса.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗр улми пиҫнӗ тӗле пӗчӗк пӳрт ӑшӑнчӗ, шӑнса-пасарса ларнӑ чӳрече янаххисем, ҫӗрнӗ кӗтессем, алӑк хушӑкӗсем ирӗлсе пӑслана пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хӗл каҫрӗ ӗнтӗ, пурӗпӗр пирӗн тӗле манмасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах халӑх ҫурчӗ патне ҫитнӗ тӗле Трещенков салтаксене рабочисене хирӗҫ пӗр харӑссӑн пеме хушать.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Нумай вӑхӑт хушши пӗр тӗле тинкерсе пӑхса ларнипе вӑйсӑр куҫӗ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех катка-пичкесем ларакан тӗле ҫитсе хӗсӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл аскӑн куҫӗсемпе пуп ҫине тӳррӗн пӑхрӗ те: — Пачӑшкӑ, эсӗ пирӗн тӗле мансах кайнӑ та? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уява официаллӑ уҫнӑ тӗле пӗлӗтсем кӑшт сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Озеровсем чиркӗве ҫитнӗ тӗле ирхи кӗлӗ пуҫланманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кун, ҫутӑлнӑ тӗле, ман урхамах сирӗн ҫурт умӗнче пулать.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Саппунӗпе кӗпи аркисем ҫуннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑннӑ Хрестук вӗсем чупса пынӑ тӗле тивсе илме пуҫланӑ пушара пуҫламӑшӗнчех сӳнтерсе, ҫунса шӑтнӑ мунча тӑррине хӑпарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫитнӗ тӗле мунча тӑрри ҫунмах пуҫланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шӑнса йӗпеннӗ хыҫҫӑн, ӗҫ пӗтнӗ тӗле, вӑл пире валли мунчине хуттартӑр.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку тӗле 1395 ҫулсенче хальхи Тутарстанри Арча таврашӗнчен Явӑш хуҫа хӑйӗн йӑхӗпе куҫса килни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Пуху пӗтнӗ тӗле хурал пӳрчӗ патне темиҫе лав пырса чарӑнчӗ, куланай пуҫтаракансем ял тӑрӑх кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел аннӑ тӗле ҫапӑҫу пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумай ан ил, ҫапах та хатӗрле япалусене эпир кайнӑ тӗле

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ял витӗр тухнӑ тӗле ун пичӗпе ал тӳрчӗ тата ытларах шыҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла вӗсем пит вӑхӑтлӑ ҫитрӗҫ: укӑлча хапхинчен кӗнӗ тӗле сӗм тӗттӗм пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех