Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗв (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки кӗҫех таврӑнасса пӗлсен Ольга Васильевнӑпа Трумов Раҫҫейрен тухса кайма тӗв турӗҫ.

Когда выяснилось, что муж скоро вернется, Ольга Васильевна и Трумов порешили выехать из России.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Пӗринче ҫапла вӑл куҫса килнӗ ҫынсене Утлеман ҫаратма тата вӗлерме тӗв тунине пӗлнӗ.

И вот он узнал, что Утлеман собирается ограбить и убить переселенцев.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Шӑп ҫавӑнпах эпӗ д'Обремона хирӗҫлемесӗр ун патӗнче пурӑнма тӗв турӑм, Азарет демон влаҫӗ пирки шухӑшланине айккинех тӗксе хутӑм.

Уже поэтому решил я не прекословить д'Обремону и пожить у него, даже оставляя в стороне соображения о власти демона Азарета.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Тӗрӗссипе, унӑн пуҫӗ ыратмасть, урама тухмашкӑн вӑл тост хыҫҫӑнах тӗв турӗ; полковник ҫамрӑк мӑшӑра «пурнӑҫа алла-аллӑн тытӑнса, нихӑҫан та уйрӑлмасӑр пурӑнса ирттерме» ырӑ суннӑ вӑхӑтра — хӑйӗн ӑс сӑнарлавӗнчи ҫивӗчлӗхпе — умне вӑл уйрӑлу хыҫҫӑнхи ҫав тери пысӑк савӑнӑҫа кӑларса тӑратрӗ.

Его голова на самом деле не болела, и он вышел лишь оттого, что во время речи полковника, пожелавшего новобрачным «провести всю жизнь рука об руку, не расставаясь никогда», представил со свойственной ему остротой воображения сильную радость встречи после разлуки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫапла тӗв турӗҫ: тӗттӗм хутлӑх Роберта еплерех аптӑратса ӳкернине пӑхмалла; ун пирки унӑн, нимӗн те пӗлмесӗр тата ултав тесе йышӑнма сӑлтав тупаймасӑр, яланлӑх пек шухӑшламалла.

Тогда решено было посмотреть, как поразит Роберта тьма, которую, ничего не зная и не имея причины подозревать обман, он должен был считать вечной.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Ҫак самантра вӑл малалла та пурӑнмах тӗв турӗ.

Тогда, решив продолжать жить,

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Ҫавӑнпа та кантӑк патне тепӗр хут пырса вӑл ӗҫе ӑнӑҫтармашкӑн шанчӑк пурри-ҫуккине ҫирӗплетме тӗв турӗ.

Поэтому, подходя снова к окну, в надежде удостовериться, точно ли есть успех с этой стороны.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӑл виҫӗ гинея ӗҫлесе илме, ӑна тӑлӑх арӑма пама тӗв турӗ.

Он твердо решил заработать три гинеи, чтобы отдать вдове.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Халӗ вара эпӗ хамӑн ҫул ҫӳреве тухма тӗв турӑм.

Так я задумал теперь с в о е путешествие.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Интернаци, тӗрлӗ чӗлхе хули; вӑл таҫта та сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр вырӑнти пурнӑҫ чӑтлӑхӗнче тымарланмашкӑн тӗв тунӑ ҫапкаланчӑка аса илтерет.

Интернациональный, разноязычный город определенно напоминает бродягу, решившего наконец погрузиться в дебри оседлости.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Шавлӑ вилӗмпе пӗтме тӗв турӗ те — ҫывхаракан ушкӑнра пуринчен те нумайрах шакӑртма ҫакса тултарнӑ шур сухала куҫӗсемпе шыраса тупрӗ.

Решив умереть шумно, он быстро отыскал глазами наиболее почтенного, увешанного погремушками старика.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хӑвӑрӑн ӑраскалӑра кампа ҫыхӑнтарма тӗв туни вара…

Но вот с кем вы хотели связать судьбу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок чӑтӑмлӑ пулма тӗв турӗ.

Нок решил быть терпимым.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок хӑйӗн унчченхи тискер, йывӑр пурнӑҫӗ пирки уйлама пикенчӗ: вараланчӑк юрату, тӗрме, мӑнаҫлӑ ӑншӑртпа киленсе ҫынсене хирӗҫ тӑни, ӳчӗпе мар пулин те чунӗпе вӗсенчен яланлӑхах уйрӑлма тӗв туни; хуҫӑлнӑ пурнӑҫсен шанчӑклӑ, ҫепӗҫ ҫулташне ҫеҫ — ӗмӗте — юратни…

Нок принялся думать о своем диком, тяжелом прошлом: грязном романе, тюрьме, о решении упиваться гордым озлоблением против людей, покинуть их навсегда, если не телом, то душой; о любви только к мечте, верной и нежной спутнице исковерканных жизней.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑй хисеплекен ҫыннӑн килӗшӳсӗр ӗҫне курнӑран вӑл самантлӑха салхуланчӗ, анчах вӑхӑтсӑр айӑплавран сыхланма тӗв турӗ те — Варнава малалла мӗн тӑвасса кӗтрӗ.

На миг стало грустно ему видеть от уважаемой личности неблаговидный поступок, но, опасаясь судить преждевременно, решил он подождать, что будет делать Варнава дальше.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ӑна кӗтсе илмесӗр каймастӑпах тесе тӗв тусан, Сӑпани чайнӑя кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер кӑнтӑрла, пухура, чӑнах та, Крапивина курсан, Сӑпани кирлӗ сӑмаха хӑй пуҫласа ямашкӑн тӗв туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай ҫуллӑха хупмалла тунине илтсен те, приговора хирӗҫлемерӗ, никама нимӗн каламарӗ пулин те, ӑшӗнче хӑйне мӗн тивӗҫнине вӗҫне ҫитиччен тӳссе ирттермешкӗн тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара тепӗр ҫур сехет кӗтме, унтан карап ҫине таврӑнма тӗв тӑваҫҫӗ.

Тогда решили ждать еще полчаса, а затем ехать.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Эпӗ халӗ мӗн тума тӗв туни вӑл чӑн-чӑн илемлӗх — пулма пултарайманлӑх текен авалхи шухӑша тӗпрен хирӗҫлени; тӗрӗссипе вара илемлӗх пулма та пултарать, пур та.

Я делаю то, что существует, как старинное представление о прекрасном-несбыточном, и что, по существу, так же сбыточно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех