Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑшманран (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Днепрӑн сулахай енчи Украина тӑшманран тасалсах пырать.

Левобережная Украина очищается от врага.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир тӑшманран ҫак сӑрт тӳпине тытса илтӗмӗр.

Мы выиграли высоту у врага.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах партизансем хӑйсен ӗҫне тӑшманран маларах тума ӗлкӗрчӗҫ.

Но партизаны опередили врага.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗп вӑйсем ҫын ҫӳремен ҫулсемпе, вырӑнти ҫынсем кӑна пӗлсе тӑракан сукмаксемпе иртеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра диверси тӑвакан ушкӑнсем, мӑн ҫулсемпе чугун ҫулсем хӗррине тухса, тӗп вӑйсене тӑшманран хӳтӗлесе пыраҫҫӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тӑшман кӗперӗсене, рельсисене, провочӗсене аркатаҫҫӗ, эшелонсене сывлӑша сирпӗтеҫҫӗ т. ыт. те.

Главные силы идут глухими просёлками, тропами, дорогами, которые известны только местным жителям, а диверсионные группы выходят на большаки и железнодорожные линии, закрывают их для противника — рвут мосты, рельсы, провода, пускают под откос эшелоны.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пин лав ытла шутланакан колоннӑна тӑшманран пытарма питӗ хӗн.

Трудно было скрыть от противника движение колонны, в которой насчитывалось более тысячи саней.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем пилӗк батальонпа икӗ енчен наступать туса килеҫҫӗ: хӗвел-анӑҫӗнчен тата кӑнтӑр хӗвелтухӑҫӗнчен икӗ кун хушши йывӑр ҫапӑҫса пынӑ хыҫҫӑн эпир тӑшманран уйӑрӑлса кайма решени йышӑнтӑмӑр.

Наступало пять батальонов двумя группировками, с запада и юго-востока, после ожесточённого боя, продолжавшегося непрерывно два дня, нам пришлось принять решение об отрыве от противника.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн партизансем хулара тӑшманран тытса илнӗ складсенчи тыр-пулӑпа продовольствие халӑха валеҫсе пама тытӑнчӗҫ.

В городе всё это время шла раздача населению продовольствия, захваченного разведчиками на немецких складах.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирӗн пата «Пысӑк Ҫӗр» ҫинчен икӗ самолетпа икӗ 76-миллиметрлӑ оруди кӳрсе панӑччӗ, кунсӑр пуҫне мӗнпур отрядсен вооруженинче тӑшманран туртса илнӗ 45-миллиметрлӑ тупӑсем вунпӗр пурччӗ.

На самолётах с «Большой земли» нам были доставлены два 76-мм орудия, кроме того, на вооружении отрядов имелось одиннадцать 45-мм пушек, захваченных у противника.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Маневрлӑ действисем туса ҫӳрени пире тактика тӗлӗшӗнчен тӑшманран пайтах ытларах ӳсӗмсем тума май парать.

Маневренные действия давали нам неизмеримые тактические преимущества над противником.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Пирӗн, Сталин юлташ, ку тӗлӗшрен пӗр меслет кӑна: тӑшманран тытса илнӗ трофейсен шучӗпе пурӑнатпӑр.

— Один источник, товарищ Сталин, — за счёт противника, трофеи.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсене халӗ тӑшманран пӗр пӗчӗкҫӗ айлӑм кӑна уйӑрса тӑрать.

Их отделяла от противника только небольшая лесная ложбинка.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир Софронтьевски монастыре пырса вырӑнаҫсанах, Замула хӑйӗн тӑван вӑрманне тӑшманран ҫыхлама пирӗн отряда ҫырӑнчӗ.

Как только мы пришли к Софронтьевскому монастырю, Замула вступил в отряд, чтобы защищать свой родной лес.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ир енне пирӗн мӗнпур отрядсем тӑшманран уйӑрӑлса ҫитсе Марица вӑрманне пырса кӗчӗҫ.

К утру все Объединённые отряды, оторвавшись от противника, были уже в лесу Марица.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир тӑшманран уйӑрӑлса кайма шут турӑмӑр.

Решено было оторваться от противника.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирӗн умра халӗ хамӑр отряд вырӑнаҫмалли пунктсене тӑшманран тасатас задача тӑрать.

Наша задача состояла в том, чтобы очистить от противника пункты намеченной дислокации отряда.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ир енне эпир ҫак ялсене пурне те тӑшманран тасатса ҫитертӗмӗр.

К утру все сёла были очищены от противника.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӑшманран тытса илнӗ ҫӗнӗ оружие малтан темиҫе боец пӗрле пухӑнса вӗренеҫҫӗ, унтан кашни боецах, хӑй черечӗпе, ытти юлташсене вӗрентет.

Новое трофейное оружие сперва изучали несколько человек, а потом каждый из них в свою очередь обучал группу бойцов.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Отряд тӑшманран ҫӗнӗ пулемёт тытса илчӗ пулсан, вӑл пулемётпа кашни партизанӑн паллашмалла, кирек хӑҫан та усӑ курма пӗлмелле.

Появился в отряде новый пулемёт — изучайте его все.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир ку тӗлӗшрен Спадщан вӑрманӗнче пурӑннӑ чухнех кашнин умне ҫакӑн пек задача кӑларса тӑратрӑмӑр: паян сан аллунта винтовка ҫеҫ пулсан, ыранхи ҫапӑҫурах санӑн хӑвна валли тӑшманран автомат, пулемет тытса илмелле, ҫав хӗҫ-пӑшалпа тӑшмана хӑйне ҫунтарма тытӑнмалла, ҫавӑнпа та ху аллуна лекес оружие катаранах хӑвӑн пилӗк пӳрнӳне пӗлнӗ пек пӗлсе тӑмалла.

Ещё в Спадщанском лесу вопрос об изучении оружия был у нас поставлен так: у тебя пока только винтовка, но ты должен добыть себе в бою автомат или пулемёт и сразу же обратить это трофейное оружие против врага, — значит изволь предварительно изучить его.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл хӗҫпӑшал пӗтӗмпе тенӗ пекех тӑшманран туртса илнӗскерччӗ.

На вооружение отряда поступало то, что захватывали у противника.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех