Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ питӗ те ҫирӗп пурҫӑнтан ҫӗленӗ костюм тӑхӑннӑччӗ.
Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Хӑй ҫине таса шурӑ кӗпе тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫине сенкер ҫиппе тӗрсе тӗрленӗччӗ, ҫав кӗпене вӑл питӗ юрататчӗ, яланхи пекех тирпейлӗн якатнӑ сӑрӑ шӑлаварпаччӗ.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫав кунах пароход капитанӗ — хыткан кӑна, йӗр хӗрӗх ҫулхи арҫын пырса тухрӗ; ҫанталӑк ӑшӑ пулин те вӑл казаксен ӑшӑ шинелӗпе ҫавнашкалах ӑшӑ папаха (ҫӗлӗк) тӑхӑннӑччӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Бульвар тӑрӑх пирӗн ҫумпа таса тӑхӑннӑ ҫынсем: мӑнтӑр улпут майрисем чиновниксем, офицерсем утса ирте-ирте ҫӳретчӗҫ; кукка якалса кайнӑ кӗрхи пальто, лучӑрканса пӗтнӗ картус тата хӗрлӗрех тӗслӗ атӑ тӑхӑннӑччӗ те хӑй костюмӗнчен вӑтанса пулас, хӗсӗнкелесе ларатчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗр аллисене минтер ҫине хучӗ, аҫа ҫури вара ҫӑварне карса, питҫӑмартийӗпе ҫав алӑсем ҫумнелле сӗрӗнетчӗ Хӗрӗ мӑнтӑртарахскерччӗ, хура яка платье тӑхӑннӑччӗ; унӑн тӑрӑхларах пичӗ тӑрӑх вӑраххӑн куҫҫулӗ юха-юха аначчӗ; йӗпе те кӑвак куҫӗсем, ниҫталла пӑрӑнмӑсӑр аҫа ҫурин пичӗ ҫине, шӗвӗр шӑммисем ҫине, шӗвӗрленсе кайнӑ пысӑк сӑмси тата хура ҫӑварӗ ҫине пӑхатчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре ҫапла магазина пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм пырса кӗчӗ, хӗп-хӗрлӗ питлӗскер те йӑлтӑртатакан куҫлӑскер, вӑл бархатран ҫӗленӗ хура тир ҫухаллӑ ротонда тӑхӑннӑччӗ, — ҫухави ҫинче унӑн пит-куҫӗ тӗлӗнмелле хитре чечек пек курӑнса тӑратчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ халех тумланатӑп, — хушса хучӗ вӑл, тепӗр пӳлӗме тухнӑ май; вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче чухне те лайӑх тумпаччӗ: — ҫӗнӗ сюртукпа шурӑ жилет тӑхӑннӑччӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кӑвак шӑлаварпаччӗ, лайӑх пуставран ҫӗлетнӗ мундир тӑхӑннӑччӗ, ман ҫумра вунпилӗк талер укҫа тата хамӑн аттен парни — кӗмӗл сехет пурччӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чассовни патне ҫитнӗ ҫӗре эпӗ питӗ ывӑнтӑм та канма лартӑм, экипажа туртса кӑларма ҫынсем пухӑниччен ҫур сехете яхӑн иртнине пула, эпӗ шӑна пуҫларӑм, урасем шӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫӳхе тӗплӗ ботинка кӑна тӑхӑннӑччӗ, ҫитменнине урана шыв витертӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл салтак тумӗ евӗрлӗрех шалпар костюм — юнг-штурм тӑхӑннӑччӗ.На котором мешковато сидел полувоенный, защитного цвета костюм — юнгштурм.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вара аллине чемодан тытнӑччӗ те ҫине ҫӑмӑл плащ тӑхӑннӑччӗ.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Декорацисем тӑвакан француз управляющипе хыттӑн вӑрҫма чупса пычӗ те пӗлнӗ-пӗлмен вырӑс сӑмахӗсемпе пачах та вырӑсла мар япаласем ҫинчен калаҫрӗ; унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ сапаланса кайнӑччӗ, ҫине ҫуланса пӗтнӗ сюртук тӑхӑннӑччӗ, вӑл управляющи пекех мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ, князь хӑй вӑрҫнӑ пекех вӑрҫрӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Халӗ ӗнтӗ эпӗ комбинезон вырӑнне груз антармалли парашют гондолин симӗс тӗслӗ тачӑ ҫитсинчен ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑччӗ, ҫире ҫуса тасатнӑ ҫар кӗпипе ҫанӑсӑр кӗрӗкчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫине вӑл шыв витмен кӑвак пальто тӑхӑннӑ, сӑран картузпа, ирпе ҫанталӑк ҫумӑр ҫӑвас пек тӑнӑран тӑхӑннӑччӗ вӑл вӗсене.
Юлашкинчен калани // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ку хӗрарӑма аэродром ҫинче курнӑ пек туйӑнчӗ Синицкие, — ун чухне вӑл йытӑсем ӳкернӗ платье тӑхӑннӑччӗ.Синицкому показалось, что он видел ее на аэродроме — тогда она была в платье с собаками.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ун чухне вӑл хура кӗпе тӑхӑннӑччӗ, халӗ ав свитерпа.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тата ҫийӗнче мексикански серапэ пурччӗ, ягуар тирӗнчен ҫӗленӗ атӑ тӑхӑннӑччӗ.Да, кроме того, на нем было его мексиканское серапэ и сапоги из шкуры ягуара.
LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Эпӗ питӗ лайӑх тӑхӑннӑччӗ ҫав! — терӗ те Геркулес кӑкӑрӗ ҫинчи шурӑ ӳкерчӗке шывпа ҫума тапратрӗ.— Хорошо я переоделся! — сказал Геркулес и принялся стирать с груди белый узор.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пирӗн пекех кухлянка, торбас тата тир ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, аллисенче — алсишчӗ.
Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.
Вӑл тир ҫухаллӑ тата аркине те ҫавӑн пек тир тыттарса ҫӗлетнӗ тӗттӗм хӗрлӗ пальто тӑхӑннӑччӗ.Она была в коричневом пальто с меховым воротником и с такой же меховой оторочкой внизу.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.