Шырав
Шырав ĕçĕ:
Винтовкӑсене хатӗр тытса, рота тӗрме хӳми ҫумнех ҫитсе тӑнӑ, офицер вара, рота командирӗ, революционерсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах парӑнма сӗннӗ.
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Ҫак сӑмахсене илтсен, Валерия хурланса ӳкрӗ, ҫавӑнпа Спартак та кайма тӑхтаса тӑчӗ.Это сообщение глубоко огорчило Валерию, и Спартак всё откладывал свой уход.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кала, кӑштах тӑхтаса тӑтӑр.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ним тӑхтаса тӑмалли те ҫук.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗара, — каллех пӗр авӑк тӑхтаса тӑчӗ каччӑ, — тухтӑр ӗҫпе, медицинӑна ҫулӑхса пӑхас тетӗп.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Тен, тӑхтаса пӑхас кӑшт, Матви, ирччен иртӗ-ха, тен, — ыратнине пытармасӑр, хӑйшӗн тӑрӑшнишӗн тав туса, савса та шеллесе пӑхрӗ вӑл упӑшки ҫине.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр саманта урата урлӑ ярса пусма тӑхтаса тӑчӗ вӑл.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кукаҫей нимӗн те чӗнмерӗ, кукамай кӑшт тӑхтаса тӑчӗ те, кулса каларӗ:
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пӗр ҫакна ҫеҫ шанчӗ: пӗр тӑхтаса тӑмасӑр татӑклӑ утӑм тумалла!Только в одном он был совершенно уверен: надо скорей что-то предпринять, немедленно и решительно.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халех, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр сулахай фланга дозор яр.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кукамай — Мими каланишӗн, Сен-Жером — «пӗрре» паллӑшӑн, атте — пӗчӗкҫӗ ҫӑраҫҫишӗн… ҫаксем пурте, тӑхтаса тӑмасӑр, кӗҫӗрех ман ҫине йӑтӑнса анмалла.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑраҫҫисене каланӑ вырӑнта тупсан, эпӗ ещӗке уҫасшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах манӑн ҫав ҫыхӑри пӗчӗк ҫӑраҫҫи мӗне уҫма пултарнине пӗлес килчӗ, ҫавӑнпа тӑхтаса тӑтӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав самантрах пуҫ тӑрринче хӑватлӑн кӗрлени илтӗнсе каять, вӑл, пӗтӗрӗннӗ пек, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, анлӑран анлӑ сарӑлса вӑйланнӑҫемӗн вӑйланать, унтан хӑлхана хупласа лартасла шартлатать те, ирӗксӗрех чӗтресе илетӗн, сывлама тӑхтаса таратӑн.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир ҫак пирӗштие пиртен уйрӑлса кайиччен курас тетӗр пулсан, тӑхтаса тӑмасӑр тухса килӗр.Не откладывайте вашей поездки, если вы хотите видеть этого ангела, покуда еще он не оставил нас.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр эпир ҫак ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр, крыльца ҫине чупса тухас та йытӑсемпе лашасем ҫине пӑхса савӑнас, сунарҫӑсемпе калаҫас тесе, васкасах тумлантӑмӑр.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах лешӗ, пӗр самант пек кӑна тӑхтаса тӑрсан, малтанхи пекех татӑклӑн та хӑюллӑн калама тытӑнчӗ:А она, переждав секунду, так же решительно и независимо продолжала:
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн ҫийӗнчех, пӗр секунд та тӑхтаса тӑмасӑрах решени йышӑнмалла пулнӑ-ҫке…
10 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл кӑмӑлсӑр ответ пачӗ.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Атя, Ильсеяр, — терӗ вӑл, унтан, кӑшт тӑхтаса тӑрса, лӑпкӑн хушса хучӗ:
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Урисене ҫӗрелле усса ярса, вӑл ури кӗлисемпе урай хӑмине тапӑртаттарса илчӗ; кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн тата хытӑрах тапӑртаттарчӗ, унтан вара тарӑхсах урисемпе урайне кӗрӗслеттерме тытӑнчӗ, куҫӗсем те унӑн усаллӑн тӗксӗмленсе ларчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.