Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхтаса (тĕпĕ: тӑхта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тивмесӗр! — терӗм эпӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Тӳрех алӑка уҫма вӑл тӑхтаса тӑчӗ, анчах алӑкӗ кӑшт тӑрсан хӑех уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Платон флягисене уйрӑммӑн лартмаллаччӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ревизи комиссийӗн тата халӑх контроль ушкӑнӗн членӗсене систермеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсем ҫинчен тата Мавра кинеми пирки эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах мӗн те пулин ҫырӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр трубкӑна ун еннелле кӑнтартӑм:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тавлашсан-тавлашсан вӗсем ҫакӑн пек калаҫса татӑлчӗҫ: Ира пӗр тӑхтаса тӑмасӑр упӑшкинчен уйрӑлать те Ҫӗнӗ ҫул тӗлне Ҫӗпӗре куҫса пырать.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Вӗсен ним тӑхтаса тӑмасӑрах Хырла шывӗ хӗррине, Хурачул хыҫне тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюновпа Укаслун нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах суд тунӑ ҫӗре каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла ним тӑхтаса тӑмасӑрах ҫула тухар…

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан ним тӑхтаса тӑмасӑрах кунтан тухса кайма, ытти ялсене ҫитсе патька-патша тӑшманӗсене пӗтерме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тата кӑшт тӑхтаса тӑмалла марччӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусана киличчен вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах сӑваплӑ Мускава, унтан аскӑнсен йӑвине Питӗре илме каясшӑн ҫунатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пирӗн ҫинелле хӑрушшӑн шӑвӑнаҫҫӗ, хаяррӑн, сиввӗн…

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Шоссе ҫине ҫитсен, фашистсен автомачӗсене, патронӗсене пухрӗҫ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, каялла Санюк патне васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анса ҫитсен, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тул картаран килхушшине хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чанккама, тӳрткен сӑмсаллӑ, ҫутам ҫамрӑк милиционер пӗр тӑхтаса тӑмасӑр асӑннӑ хушаматлӑ ҫын килнелле яртлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурте самант пӗр «чышка чӑмӑртанса», ку ӗҫе пӗр тӑхтаса тӑмасӑр туса пӑрахма йышӑну турӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватӑлса хӑрнӑ, ҫӗрсе йӑмшакланнӑ, сиенлӗ имҫамсене пула чирленӗ, имшерленнӗ е пата тивнӗ йывӑҫсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр шатӑртаттарса тухмалла, унсӑрӑн вӗсем сыввисене чир ертме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех