Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатра, шыв айӗнчен пекех, тулли уйӑх ҫӗкленетчӗ, ун патӗнчен пуҫласа, Атӑл тӑршшӗпе, пирӗн пата ҫитиех, хӗрлӗ вут юпи тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пӳрт патне ҫитеспе юр ҫинех тӑсӑлса выртрӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вара вӑл, лӗнчӗрех кукленсе ларнӑскер, юр ҫине тӑсӑлса выртсах ӗсӗклеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шырланлӑ сӗвекрех вырӑна хӑпарсан хӗрарӑм юр ҫине ӳппӗн тӑсӑлса выртрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑсӑлса выртма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗри-тавра пӑхкаланӑ май, Савантер сасартӑк темӗнле ҫӑмламас хӳре тӑсӑлса тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик, те ӑна итлесе, аллине сулнӑ пек пулчӗ, унтан хускалса илчӗ те яш! тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗҫҫи-хӗрри курӑнми Вӑл тӑсӑлса выртрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фашистсен енче йӑлтӑрр! тусанах, эпӗ улӑхри курӑк ӑшне тӑсӑлса выртатӑп та ракетӑсем тавралӑха ҫутатнӑ самантра нимӗн те хускалмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Каҫхине, урамран выляса таврӑнсан, асаттепе урӑх калаҫса кураймарӑм: вӑл йӑрӑс тӑсӑлса выртнӑччӗ, икӗ аллине кӑкӑр ҫумне хунӑччӗ, хӑй ҫине шур пир витнӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ ҫавӑнтах, чӑтӑма ҫухатса, окоп тӗпне тӑсӑлса выртрӑм, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сивлек чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пирӗнтен сылтӑмалла иртекен пӗртен-пӗр ҫул ҫинче фашистсем каллӗ-маллӗ вӗркӗшеҫҫӗ, пирӗн хыҫра каллех нимӗҫсем, сулахайра Куйта кӳлли тинӗс пек сарӑлса та таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ку шурлӑх таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку та кювета ҫитеймерӗ, тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Лӑпкӑ кӳлӗ таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа Санюк ҫӗрулми йӑранӗ хушшине тӑсӑлса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хырпа чӑрӑш вӑрманӗ малалла Ухтана ҫитичченех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.

Из-за нехватки работников машины скорой помощи до места добираются больше указанного срока, но при учете все равно указывается 20 минут.

Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html

Унтан, аллинчи сехетне салтса, вилнӗ пек тӑсӑлса выртрӗ диван ҫине, сылтӑм аллине урайнелле усӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Эпӗ улӑм ҫине тӑсӑлса выртатӑп, путек ман урлӑ сикет, хӑш чух шӗвӗр урисемпе мана ыраттарать те, эпӗ ҫилленсе ӳпне выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех