Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран вара ӗшенсе ӳкетӗн те киле ҫитсенех вырӑн ҫине тӑсӑлса анатӑн — пӗр талӑк катӑлчӗ ак…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗттӗмпе киле таврӑнатӑн та вырмаран — апат ҫинӗ-ҫименех, ӗҫ ҫи-пуҫӗпех, вырӑн ҫине тӑсӑлса анатӑн, тӳрех вилнӗ пек ҫывӑрса каятӑн: тӗлӗк те тӗлленместӗн…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак ҫул айккинчи киленчӗклӗ сулхӑнӗпе илӗртекен тӳшек пек ҫемҫе пӑрҫа ани ҫине тӑсӑлса выртса, юпах тиха пек йӑваланас килет.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Улӑхра пӗр ушкӑн хур сапаланнӑ, тепӗр ушкӑнӗ умлӑн-хыҫлӑн, тем тӑршшӗ тӑсӑлса, ҫыраналла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑсӑлса выртнӑ, ав, хӗрпе каччӑ ҫерем ҫине юнашар, купальня вӗҫҫӗн, куҫран-куҫа пӑхса кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славикпе Эльвира, ҫерем ҫине хӗвелпе хӗртӗнме тӑсӑлса выртнӑ темиҫе мӑшӑртан иртсе, пӗве хӗррипе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вара — ҫӑва тухсан сасартӑк тӑсӑлса кайнӑ ҫинҫе кӗлеткеллӗ хӗрачасем малтан виҫеллӗ пулнӑ та, халӗ ҫур пӗҫӗ таранах кӗскелсе юлнӑ платйисене, шӑши хӳри пек ҫивӗчӗсене вӗлтӗртеттерсе, ҫуйхашса чупса иртрӗҫ Славик умӗнчен — тӑрна ушкӑнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халӗ, ав, епле тӑсӑлса выртнӑ матрас ҫине!

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ха, тӑсӑлса выртнӑ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пуйӑс ҫинче, ав, тепӗр ханттарӗ пӗччен тӑсӑлса выртнӑ аяла…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Анкартисем хыҫӗнчен ҫав йывӑҫсем патнелле тӑсӑлса каять кӑшман уйӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Бидонне пӗр енчен тимӗр пӑрӑхпа ҫыхӑнтарнӑ (пӑрӑхӗ ӗнесен пуҫӗ тӗлӗнчен витен леш вӗҫнех тӑсӑлса каять), тепӗр енчен шлангсем ӗне ҫилли патнелле пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пӗр юппи тӳрех сӑрт кӑкӑрне ҫурса кӗрет те, куҫран ҫухалса, таҫта аякра, Элпеҫ уйӗ варринче, хура сӑнӑ пек тӑсӑлса тухать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Экран ҫине ҫырма еннелле анакан ҫул тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ун умӗнче, хирелле тӑсӑлса каякан сарлака сӑрт пуҫланнӑ ҫӗрте, шап-шурӑ ҫурт ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ун ҫийӗн шӑвӑнакан юр-пӑр катрамӗсем, анлӑ урампа иртсе пыракан пысӑк-пысӑк кӗтӳ евӗрлех татти-сыпписӗр анаталла тӑсӑлса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шыва «пӑтратаканӗ» — котлован ҫыранӗ хӗрринчи ҫӳллӗ тӑм купи урлӑ тӑсӑлса выртнӑ пыршӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Айлӑмалла тӑсӑлса тухакан сӑмсах пуҫӗнче бульдозерсем чаваланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун алӑкӗнчен урама строительсен вӑрӑм черечӗ тӑсӑлса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех