Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсса (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ҫулҫӑ ҫине тӑсса ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ кӑнтӑралла пӑхтарса, ав, ҫавӑнта, картиш тепӗр енне лартасшӑн, — аллине тӑсса кӑтартрӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур тинех Петьӑна хӑваласа ҫитрӗ, ҫул хӗррине тӑсса ӳкерчӗ, пусса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл мӑнаҫлӑн, никам ҫине те пӑхмасӑр, ҫав хӗрлӗ тутӑра картишӗнчех салтрӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, вара купӑсне тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Акӑ, ывӑҫ йӑлтах хӑмпӑланчӗ, — аллине тӑсса кӑтартрӗ Вероника.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

А.Порядков вӗсене вӑл е ку ыйтупа пулӑшу аллине тӑсса пама яланах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫак чӑмӑр ҫӗр тӑрӑх ҫӳреп, Сана тӑванӑм, асӑнса, Кӗнекеме парне кӳреп, Чехсем панчен алӑ тӑсса

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кунта карчӑкпа старик ача кирлипе кирлӗ марри пирки пуплесе ларнине темӗн тӑршшӗ тӑсса ҫырса кайнӑ, юмах пӗр-пӗр калав майлӑ вуланать: Ӗлӗк пӗр карчӑкпа пӗр старик пурӑннӑ.

В ней имеется весьма пространный диалог старика со старухой о том, нужно или не нужно им завести ребенка, и повествование растянуто до такой степени, что сказка читается как рассказ: В старину жили старуха со стариком.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Ме, черкке вырӑнне, — тӑсса пачӗ Кирила лайӑх ҫуманнипе ӑшӗ сарӑхнӑ чей курки.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑнланмастӑп нимӗн те, — хута каялла тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Мӗнле пурӑнатӑн ха? — ыйтрӗ вӑл Кирилтан аллине тӑсса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Пӗлетӗр вӗт, халь пирӗн техника та вӑйлӑ — икӗ мотопомпа, вӗсем шыва пӗр километртан кая мар сирпӗтеҫҫӗ, насус пыршисене эпир икӗ километр таран тӑсса кайма пултаратпӑр, унсӑр пуҫне пирӗн ахаль насуссем те штык пек тӑраҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Хӗрӳллӗ салам! — аллине тӑсса пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Укахви, аптранӑ енне, ӑна ҫӑкӑр ҫине хурса та, аяккалла тӑсса та пӑхрӗ — ҫук ниҫта чиксе те вырнаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня каллех юрӑ тӑсса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ме, вӑхӑта ахаль ан ирттер, — «У.-ри паллӑ вырӑнсем» ятлӑ кӗнеке тӑсса пачӗ Данил Макарович мана регистратура кӗттернӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑл тата, Матюк инке ҫинчен хускалнӑ калаҫӑва малалла тӑсса, ҫакна та аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Урине ҫырма еннелле тӳп-тӳрӗ тӑсса хунӑ — саппунӗ ҫинчи карта кӑмпине суйлать, ҫырма урлӑ каялла каҫакан Элекҫей ҫине пӑхса кулать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ташла, Укаҫ! Тух ташша!» — хуҫланман сылтӑм урине тӑсса хурса, тепринпе ҫӗре кӗрӗс-керӗс! тапса, енчен енне тайӑлса, купӑсне пӗтӗм вӑйран туртать Тимуш тепӗр чух, ӗҫкӗрен-мӗнрен кӑштах сыпса, кӑштах хӗрнӗ пек пулса таврӑнсан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑкӑр тӑсса паракана чулпа перекен ҫынна епле каҫарӑн!

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех