Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсса (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
(Урам еннелле пӳрнисене каклиш туса, тӑсса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ак, хурӑн тункати умне ҫитсе тӑп чарӑнчӗ те Раманпа Хӗрӳ Хӗветӗре шӑнӑрлӑ хытӑ аллине тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ пӑши чӗлхине ҫыртса лартрӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, туртӑнса илчӗ, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, пуҫне каҫӑртса, мӑйракипе кӗрте тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пурте пӗрле сывпуллашмалли юрӑ-йӗррине тӑсса ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ди-пло-мат-се-ем эсир, — сӑмахӗсене тӑсса каларӗ те лаша витине уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пусса пӗтереймен тӑшман пуҫне ҫӗклет, — тӑсса пачӗ Малюҫ листовкӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Карттусу … сирӗн, — пуҫа тӑхӑнмаллине, вырӑн-вырӑн ҫуланса ларнӑскере, арӑм икӗ аллипе малалла тӑсса, асӑрхануллӑн, чи хаклӑ, черченке пуянлӑх пек йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр ҫирӗм ҫулсенчи хӗр хут тӑсса пачӗ те шнурлӑ кӗнекере алӑ пусма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем алран-алла ҫыхӑнса карталанса тӑчӗҫ, харӑссӑн сывласа илчӗҫ те тӑсса ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫара урине тӑсса хӗвеле хирӗҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Инҫех те мар, халӑх хушшине хӗсӗнеймесӗр, аллисене тӑсса ним чухлӗ те ватӑлман Хӗртепи арӑмӗ ун патне талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Шӗмертен тӑсса панӑ укҫана та илмерӗ, пиччӗшне курас хаваслӑхпа тинӗс хӗррипе вӗҫнӗ пек пырать хайхи.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫут ҫанталӑк ҫынна хӑй аллине тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Килӗшрӗ пулас, тӗнче ҫимӗҫне Ванюка тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан куркана вите тӑрринче ҫак асам ӗҫе пӑхса ларакансене тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗвесем пуҫӗсене тӑсса хӑйӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ.

Верблюды распростерлись на песке, вытянув свои головы.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус ҫинче аллисене аяккалла тӑсса ҫурҫӗр еннелле пӑхса тӑракан сӑнавҫӑсене лайӑхрах пӑхар.

Присмотримся к глобусу, на котором стоят лицом к северному полюсу несколько наблюдателей с вытянутыми в стороны руками.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл аллисене аяккалла тӑсса яни тӑрӑх хӗвелтухӑҫ унтан хӑш енчи, хӗвеланӑҫ хӑш енчи курӑнать.

По направлению вытянутых в стороны рук наблюдателя видно, в какую сторону от него находится восток, в какую — запад.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Учитель ҫав йӗр кӑтартакан енне аллине тӑсса: «Ҫурҫӗр ҫавӑнта», терӗ.

А учитель показал в этом направлении рукой и сказал: «Там — север».

Хӗвел тӑрӑх тӗп енсене эпир епле тупни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапах та Звягинцев мана, юн юхтарса выртакан ҫынна, юри, ятарласа пӑрахнине, базӑна ҫитес вӑхӑта юри тӑсса пынине ӗненме пултарайман эпӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех