Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗшӗ те тӑрӑшсах ҫиме пуҫларӗҫ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӑштах канӑҫсӑрланнӑ Давенант Ван-Конета тимлӗн сӑнать; хайхискер ларса йӑлӑхтарма таврӑннӑ шӑнана тӑрӑшсах хӑваласа ячӗ те вӑл стена ҫине хӑш тӗле вырнаҫнине сӑнать, акӑ ӑна револьверӗпе тӗллеме пикенчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Туссем катлета кукӑр вилкӑпа тӑрӑшсах тӗшӗреҫҫӗ те тӗшӗреҫҫӗ, пыра хӗртекен йӳнӗ эрех сыпа-сыпа ҫӑтаҫҫӗ апата.Приятели усердно ломали котлеты кривыми вилками, запивая еду вызывающим изжогу дешевым вином.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Франк матроссен фланель фуфайкиие; вӑл ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тахҫан кӑвак пулнӑскер халӗ вараланчӑк сӑрӑ; хура ластик шӑлаварна, чӗр куҫҫисен тӗлӗнче тӑваткал саплӑксем, — тӑрӑшсах ҫӗленӗ, анчах чӑлӑш-чалӑш, — шӑпине пула кӗсйинче йӗппе ҫип чиксе ҫӳрекен арҫынсем ҫапла саплаҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тухтарӑн тимлӗ те шухӑшлӑ сӑнӗ — пӗкӗ пек куҫ харшисем, куҫӗсенчи металл йӑлтӑртатӑвӗ, хырнӑ тӑваткал янах айӗ — ҫӑлӑнӑҫ вӑрттӑнлӑхне тӗплӗ упрать тейӗн, анчах нумай укҫа сӗнтӗр кӑна — вара тухтӑрӑн тӑрӑшсах сыхлакан вӑрттӑнлӑхӗ ҫак шӑм-шакран чӗрӗ-сывӑ ӳт туса хураять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Специальноҫӗ унӑн — ют кӗсьене пушатасси, ҫавӑнпа та Нӑйӑлти тӑтӑшах чиркӗве ҫӳрет, стариксемпе карчӑксен хушшине кулянуллӑн тӑсӑлса выртать те пикенсех пуҫ ҫапать, тӑрӑшсах кӗлӗ тӑвать, угодниксен умне ҫурта лартать, ҫав хушӑрах илӗртекен мӑкӑрӑлчӑк кӗсьеллӗ кӗрӗксемпе салопсен ҫумнех йӑпшӑна-йӑпшӑна куҫма та манмасть.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Хин иккӗшне те тӑрӑшсах тасатрӗ те аллине тӑсрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ҫӑмӑлттай Бенц карап хӗрринчен тайӑлнӑ та — мол ҫинче чарӑннӑ чиперкке прачкӑпа вылянчӑклӑн калаҫать; Сигби пурнӑҫне ылхана-ылхана кухньӑра кастрюльсене шакӑртаттарать, чунӗ туллашнипе кашӑксемпе ҫӗҫӗсене ӑҫта килнӗ унта вӑркӑнтарать; Фук сӳрӗккӗн темӗн ӗнӗрлекелесе ҫӗтӗк калпакне саплать, ҫипне ҫеҫ мар, катмар йӗп ҫӑртине те тӑрӑшсах сурчӑклать, йӗппи пысӑк пулин те ҫӑртине ҫип тиресси уншӑн питӗ те питӗ сумлӑ, мухтавлӑ ӗҫ пек туйӑнать; Мануэль, Крисс, Тромке тата Бангок боцман трюм ҫине ларнӑ та утмӑл улттӑлла мӑшӑррӑн выляҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Хӗвел тӑрӑшсах пӑхать пулин те, нӳрелсе кӳпшенӗ ҫӗр час типмест.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин тӳрех нимӗн те шарламарӗ, ҫӑварӗнчи хӑяр татӑккине тӑрӑшсах шатӑртаттара-шатӑртаттара чӑмласа ячӗ, аллинчи ҫӗрулми ҫине тӑвар сапса аппаланчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Синопа амӑшӗ пӗчӗк тискер кайӑк пуҫне ҫӗклесе вӑрӑм хӑлхисене тӑратса тӑрӑшсах итленине курнӑ.Мать Синопы увидала, что зверек поднял голову, навострил длинные уши и напряженно прислушивается.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӗренекенсем пуҫӗсене чикнӗ те тетрачӗсем ҫине тӑрӑшсах ҫыраҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ферма пӳртӗнче темӗн тӑрӑшсах ҫыракан упӑшки ӑна часах асӑрхамарӗ.Муж, что-то усердно записывавший в сторожке фермы, не сразу ее заметил.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Альфред вара тӑрӑшсах пӑчкӑпа сӗрет, йӗри-тавра пӑчкӑ кӗрпи вӗҫсе кӑна тӑрать.Альфред пилил так усердно, что опилки летели во все стороны.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Килте пурте хуҫаран пуҫласа (тимӗр кӑвак лашана эпӗ малалла ҫапла калатӑп) унӑн ачисемпе килӗнчи тарҫи те мана тӑрӑшсах хӑйсен чӗлхине вӗрентме тӑрӑшрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Манӑн тӗп ӗҫ вырӑнти чӗлхене тӑрӑшсах вӗренесси пулчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Автор тӑрӑшсах вырӑнти чӗлхене вӗренет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Халӗ акӑ вӑл ларнӑ та ҫав шӑтӑксене тӑрӑшсах питӗрет.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хам тӑрӑшсах ларнипе эпӗ вӗсен чӗлхине аванах вӗренсе ҫитрӗм.Благодаря усиленным занятиям я довольно хорошо изучил местный язык.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл хуҫа тӑванӗ пулса пурӑнас вырӑнне тарҫӑ хӗр пулса пурӑнма савӑнсах килӗшнӗ, Емельяниха ырлӑхӗшӗн мӗн вӑй ҫитнипе тӑрӑшсах ӗҫленӗ, пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн сӑмахпа тӗртсех тӑнине те йывӑра илмен, ӳпкелешмен.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.