Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сасартӑк хӗрарӑмсене, уйрӑмах Соньӑна, курайми пулса ҫитрӗм; эпӗ хама: ку вӑйӑсенче нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук, вӗсем хӗрачасене кӑна килӗшӳллӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм, манӑн ҫав тери ашкӑнассӑм килчӗ, мӗн те пулин пурне те тӗлӗнтермелли тӑвасшӑн пултӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Зала кӑштах вӗчӗрхенсе пырса кӗтӗм, анчах ирӗксӗртереххӗн пулин те, питӗ хавас кӑмӑллӑ пек курӑнма тӑрӑшрӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам ҫавнашкал пулнине хӑнӑхма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ; хама, тилӗ евӗр, виноград пиҫсе ҫитмен-ха, тесе лӑплантартӑм, урӑхла каласан, хитре сӑн-пите пула Володя, мана чунтан ӑмсантарса, тӗрлӗрен ырлӑхсемпе ман куҫ умӗнчех савӑннине килӗштерме пӑрахасшӑн тӑрӑшрӑм, мӑнкӑмӑллӑ пӗчченлӗхре савӑнӑҫ тупма шухӑшларӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя тӗлӗнчен иртнӗ чух ман пырса унпа мирлешессӗм килчӗ пулин те, тутана мӑкӑртса хутӑм, ун умӗнче ҫиллессӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темӗншӗн тата хам телейсӗр пулнине пӗлнипе хӗпӗртерӗм, хам телейсӗр пулнин туйӑмне вӑратма тӑрӑшрӑм, ҫак мӑнкӑмӑллӑ туйӑм манӑн чӑн-чӑн хуйха хупласа хучӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗрене хуйхӑ кӑна тултарса тӑманнипе эпӗ хама курайми пултӑм, ытти туйӑмсене пытарма тӑрӑшрӑм; ҫакна пула эпӗ чӑнласа мар, ячӗшӗн ҫеҫ хуйхӑрнӑ пек пулса тухрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир пӗр-пӗрин хушшинче юрату пирки нихҫан та пӗр сӑмах та каламан; ҫапах вӑл хӑй мана итлеттерме пултарнине туять, ҫакӑнпа хамӑр хушӑмӑрта ним шухӑшламасӑр, анчах пусмӑрҫӑ пек усӑ курать; эпӗ хам чӗрере мӗн пуррине ӑна тем пек каласа пама шутласан та, унран ытла та хытӑ хӑранипе ҫакна тума хӑяймарӑм; лӑпкӑ пек пулма тӑрӑшрӑм тата ӑна пӗр ӳпкелешӳсӗр пӑхӑнтӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑтӑкран питӗ хытӑ хӑратӑп пулин те, эпӗ вырӑн ҫинчен сиксе тӑмарӑм, ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗм, пуҫа минтер айне шаларах чикрӗм, мӗнпур вӑйран тапкалантӑм, епле пулсан та кулса ярас марччӗ, тесе тӑрӑшрӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ уншӑн сана кӗҫӗр комиссар умӗнче, чухӑн ҫын хӑйӗн ҫара чӗркуҫҫине пытарнӑ пек, пытарса тӳрре кӑларма тӑрӑшрӑм.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗн ҫинчен ҫыртарни мана кирлех пулман, — пусӑмсӑр уҫӑ сасӑсене ҫеҫ асра тытма тӑрӑшрӑм.На содержание я не обращал никакого внимания, а на одни лишь безударные гласные.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тӗрӗслессе, питӗ майӗпен тӗрӗслерӗм, ҫыртарнине хам ӑшра тепӗр хут аса илме тӑрӑшрӑм, кашни сӑмаха кӗнекере мӗнле ҫырнине тӗрӗслерӗм.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вара хамӑр учительсем тӑтӑшах: калакан тӗрлӗрен ӑслӑ сӑмахсене аса илме тӑрӑшрӑм.А потом припомнил всякие мудрые выражения, которые часто употребляли наши учителя.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пулас уйрӑлу ҫинчен эпӗ юлашки кунчченех шухӑшламасӑр пурӑнма тӑрӑшрӑм.
66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ пӗтӗм вӑя пухсах хама хам ӗҫпе лӑплантарма тӑрӑшрӑм, анчах Галя ҫинчен шухӑшлани мана малтанхи пекех канӑҫ памастчӗ.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Паллах, эпӗ те пӗтӗмпех ӗҫ айне пултӑм, анчах анне ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӑм, вӑл та мана хӑйӗнчен уйӑрмастчӗ, пӗрре пӗр ӗҫпе, тепре тепӗр ӗҫпе хӑй патне чӗнетчӗ.
63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тельман трубина пек ҫӳлӗ вырӑнта тӑратчӗ те пире аллипе сулатчӗ, эпӗ вара ун ҫине пӑхса ӑна астуса юлма тӑрӑшрӑм.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир спорт вӑййине хатӗрленнӗ май, эп ӑна йывӑртарах, кӑткӑсрах ӗҫсем хушма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл пӗр ӗҫ пирки те хӗпӗртемерӗ, пурне те ним интерессӗр туса пычӗ.
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑн пекех эпӗ, ҫав тери чаплӑ совет педагогӗн хаклӑ наследствине, унӑн шухӑшӗсене, теорилле вывочӗсене, унӑн опытне урӑх ҫын тата урӑх вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртсе пыни ҫинчен каласа кӑтартма тӑрӑшрӑм.
Автортан // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ хам нимӗн те ӑнланман пек курӑнма тӑрӑшрӑм; вӑл хӑй мӗн шут тытнине ытларах та ытларах уҫӑмлӑн палӑртса пыма кирлӗ терӗ пулӗ; юлашкинчен вӑл ман патӑма управителе ячӗ, унӑн театрӗнче вунӑ ҫул ӗҫлеме контракт тусан, ирӗке яма пулчӗ, ытти условисем ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.