Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшрӑм (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна аван ҫав — вӑл патша вӑхӑтӗнчех чиркӳ прихочӗн шкулӗнче вӗреннӗ, анчах манӑн Витькӑран кая юлассӑм килмерӗ, эпе унран а кая мар ҫырма тӑрӑшрӑм.

Ему было хорошо: он еще при царе учился в приходской школе, но мне не хотелось уступать Витьке, я старался написать не хуже его.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл кам иккенне куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшрӑм.

Старался его себе представить.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ ӑна пур майпа та ачашласа лӑплантарма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл, шуйттан ҫури, хытӑ ҫухӑрма, мана чӑрмалама тата ҫыртма тытӑнчӗ те, ӑна алран вӗҫертсе ятӑм.

Я было попытался успокоить его ласками, но чертенок так отчаянно орал, царапался и кусался, что я отпустил его.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ ӑна ҫапӑҫу мӗнле пынине: тӗтӗм йӑсӑрланнине, шӑв-шава, сехӗрленсе ӳкнӗ ҫынсен нимӗн тума аптӑраса чупкаласа ҫӳренине, вилекенсем йынӑшнине, лаша урисем айӗнче таптанса вилекенсене, вӑрҫӑ таркӑнӗсене хӑваланисене кӑтартса пама тӑрӑшрӑм.

Я попытался нарисовать перед ним картину битвы: дым, шум, смятение, стоны умирающих, смерть под лошадиными копытами, преследование бегущих.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унтан хамӑн кӗсъерен сӑмса тутри кӑларса парус мӗнле япала пулни ҫинчен, вӑл карапа мӗнле майпа малалла кайма пулӑшни ҫинчен ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Развернув носовой платок, я попытался объяснить ему, что такое парус и как он приводит в движение судно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла кӗҫенсе мӗн каласшӑн пулнине эпӗ самантрах тавҫӑрса илтӗм, май килнӗ таран хам ывӑннипе хытӑ утма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, вара вӑл чарӑнкаласа тӑрса мана пӑртак та пулин канма ирӗк пачӗ.

Догадавшись, что означает это ржанье, я постарался по мере сил объяснить ему, что устал и не могу идти скорее; тогда конь остановился, чтобы дать мне возможность отдохнуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ те ҫав сӑмахах каласа пытӑм, ӑна эпӗ епле пулсан та тӗрӗсрех калама тӑрӑшрӑм, вара вӗсен сӑмахне ӑнланмастӑп пулсан та, ҫак тӗлӗшпе хам пысӑк ҫитӗнӳсем тунине чухласа илтӗм.

Я стал повторять за ним возможно точнее и нашел, что с каждым разом делаю заметные успехи, хотя и очень далек от совершенства.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лашасем калаҫма чарӑнсанах, эпӗ икӗ хутчен «еху» тесе кӑшкӑртӑм, ҫак сӑмаха эпӗ лаша пек кӗҫенсе калама тӑрӑшрӑм.

Как только лошади замолчали, я громко прокричал «еху», «еху», всячески подражая ржанью лошади.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хам майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл вырӑнсӑр пулчӗ.

Я попробовал усовестить его, но все было напрасно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна: эсир тӑрӑшнине пула эпӗ хама хам пит аван туятӑп, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм.

Я уверил моего хозяина, что благодаря его любезному приему я чувствую себя прекрасно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӑл пит йӑнӑшнине ӗнентерме тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен хам пурӑннӑ ҫӗршыва тинӗсе пырса ӳкиччен мӗн пурӗ те ик сехет ҫеҫ малтан пӑрахса хӑвартӑм, терӗм.

Я попытался убедить его, что он сильно ошибается, так как я покинул страну, в которой жил, всего за два часа до того, как упал в море.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршыва яланах хама кирлӗ майлӑ чи лайӑх пек кӑтартма тӑрӑшрӑм.

Я всегда изображал мое отечество с самым похвальным пристрастием.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хама тӳрре кӑлармашкӑн ҫакна калама кирлӗ: эпӗ король ыйтӑвӗсене нумайӑшне хирӗҫ пит чеен каламасӑр пӑрӑнса иртсе кайрӑм, хамӑн ответсенче пурне те чӑнлӑх тӗп-тӗрӗс тума хушнинчен епле те пулин усӑллӑрах енӗпе кӑтартма тӑрӑшрӑм.

В свое оправдание я должен отметить, что я очень искусно обошел многие вопросы короля и, во всяком случае, в своих ответах постарался выставить все в гораздо более выгодном свете, чем то было совместимо с требованиями строгой истины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ нимрен ытла ҫак чӑнлӑхшӑн анчах тӑрӑшрӑм, хам нумай вӗреннипе те, лайӑх ҫырнипе те мухтанас тесе тӑрӑшмарӑм.

Больше всего я заботился о правде, нисколько не стараясь блеснуть ни образованностью, ни слогом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑ кӑшкӑрса калама тӑрӑшрӑм, темиҫе чӗлхепе те каларӑм; вӑл та хӑй хӑлхине час-часах ман пата ик ярд таран ҫывхарта-ҫывхарта итлерӗ.

Я как можно громче отвечал ему на разных языках, и он часто приближал свое ухо на два ярда ко мне.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман аяк пӗрчисене хытӑ хӗстерсе тытнине эпӗ ӑна тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартса ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Различными жестами я старался дать ему понять, что он слишком стиснул мне ребра.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсенчен аяккарах тарма тӑрӑшрӑм, анчах мана хӑвӑрт тарма пит хӗн пулчӗ; урпа ҫав тери ҫӑра пулнӑ пирки хӑмӑлӗсен хушшипе аран-аран хӗсӗнсе утма пултартӑм.

Я старался убраться подальше от них, но мог передвигаться только с большим трудом: ячмень был так густ, что местами я едва мог протиснуться между стеблями.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ императора ку шухӑшран тӗрле майпа пӑрма тӑрӑшрӑм.

Но я всячески старался отклонить императора от этого намерения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑ эпӗ тӑшман флотне кӗтмен ҫӗртен сасартӑк ҫавӑрса илме план туни енчен пит аван пулчӗ те, вара мана тӑшмансем ан асӑрхаччӑр тесе пролив хӗррине тухса курӑнас мар тесе тӑрӑшрӑм.

Это вполне соответствовало моим планам неожиданного захвата неприятельского флота, и я старался не показываться на берегу пролива, где меня могли заметить враги.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман ҫинчен ҫапла ырӑ шухӑшланине тӗрлӗ майпа ҫирӗплетме тӑрӑшрӑм.

Я всячески стремился укрепить благоприятное мнение обо мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех