Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрсан (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗре анса тӑрсан, Лашманов пуҫне йывӑррӑн ҫӗклерӗ те чи малтан Турунов ҫине пӑхрӗ, Григориуна курчӗ, — йӑл кулчӗ вӑйсӑррӑн, «чӗрӗ»… — пӑшӑлтатрӗ унӑн типсе кайнӑ тути.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пахча алӑкне уҫса кӗме тӑрсан, Григориу, тем аса илсе, каялла ҫаврӑнчӗ те урам тӑваткалӗн леш айккинче ларакан ҫуртсем ҫинелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр хушӑ калаҫса тӑрсан, Брянцев сывпуллашрӗ те машина патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликов хӗре хулӗнчен сапӑррӑн тытса пычӗ, чарӑнса тӑрсан, ун умӗнче пуҫне илемлӗн пӗксе илчӗ, кун пек чухне те хӑйне тыткалама пӗлнине пит те аван кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлен, шельма, хӳрене кам умӗнче вылятса тӑрсан ҫӑвара тутлӑ татӑк кӗме пултарасса.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унччен килех тӑрсан та асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Темле икӗ ҫын килчӗҫ-ха кунта, Нестор Яковлевич, — терӗ вӑл кӑштах итлесе тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Маччине пукан ҫине хӑпарса тӑрсан та пуҫ тивмест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тӑрсан ҫывӑх ҫынсен е тахҫанах палланӑ ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ.

Если начнёте осуществлять планы, которые давно строили, вам потребуется поддержка близких или коллег, с которыми вы знакомы давно.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку пирӗншӗн норма пулса тӑрсан та аван.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Синтен аяккарах тӑрсан лайӑхрах.

Лучше держаться подальше.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Ну, сирӗн пачах пулмаҫ пулсан, чӑнах та, ҫӑвара уҫса тӑрсан пулин те лайӑх.

Ну, если совсем не умеете, так и правда, лучше хотя бы просто открывать рот.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Сӑвӑ ҫырасси пирки сӑмах пуҫлансан Сехмет Сантӑркки кашнинчех ҫапларах такмакланӑ: «Ҫине тӑр эс, Йӑкӑнат, ҫине тӑрсан ӗҫ ӑнать».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр ҫынни вара куҫ умне хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм тухса тӑрсан ҫамкине хурлӑхлӑн картлантарса ҫине-ҫинех ассӑн сывлатчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ҫил-тӑман урам варринчинчен темиҫе хут вӑйлӑрах: сивӗ ҫил кастарать те кастарать — ыталашса тӑрсан та ӑшӑнма ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Енчен те ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан, ҫумӑра каймасан ҫӗр ӗҫченӗсем ҫурхи ӗҫсене тепӗр 5-10 кун хушшинче тӗпрен вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вице-премьер.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Пӑхса тӑрсан вӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

— Миҫе ҫулта эсӗ? — ыйтрӗ вӑл кӑшт тӑрсан, ӗҫлеме пӑрахмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Вӑл питӗ юратать-ҫке мана, пӗлетӗр-и, питӗ, питӗ юратать! — терӗ вӑл кӑшт тӑрсан хӑех.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ура ҫине тӑрсан, вӑл, хурӑн вулли ҫине пӑхса, татах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех