Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрсан (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиксе юхакан ҫӑл умне ҫитсе тӑрсан, ҫийӗнчи пиншакне хывса силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынна кӑтартмалли пурах ҫав унӑн: сӑнӗпе те чипер, тумланма та пултарать, юрлама тӑрсан, сасси таҫта ҫити илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла Анук, вырӑн ҫинченех суха патне каяс шухӑшӗпе тӑрсан, витрисене ҫакнӑ кӗвентине хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, лашине ҫавӑтса, ҫӑл кутне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирек мӗн хак тӑрсан та, укҫаран хаклӑ пулас ҫук, атте.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайма тӑрсан, хӑнӑхнӑ йӑлипе аллине кӗсйине чиксе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата кӑштах пӑхса тӑрсан лашана йӗвенӗнчен тытрӑм та, уҫланкӑ варрипе ҫул тӑрӑх утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫывӑрнӑ чух тӗлӗкре те — Шарлотта, ир тӑрсан та Шарлотта, пуҫӗнче те Шарлотта кӑна.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Чиркӳ умне пырса тӑрсан унӑн илемӗ, мӑнаҫлӑхӗ мана шиклентерсе тыткӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Эпир вара кӑшт шӑхӑркаласа тӑрсан каялла ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Татьяна ун умне ҫитсе тӑрсан хӗвел пуҫа хытӑ пӗҫертесрен ҫыхнӑ пысӑк мар тутрине салтса алӑри пир сумкине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эсӗ кам патне? — ыйтрӑн хулӑн сассупа эпӗ пӳрте хӑюсӑррӑн кӗрсе тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

— Ҫитменнине тата васканипе кашӑк-чашӑк та илме маннӑ: апат ҫиме тӑрсан алӑсӑр пекех…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Пире кирлӗ ҫынсемех пулнӑ ку ҫамрӑксем, — терӗ килӗшӳпе ҫынсене пуҫтараканни Улькапа Улюк ҫитсе тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫын пӑхса тӑрсан алӑ-ура ҫыхланать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Нускисене шутлама тӑрсан, пӗр хутӗнче — пиллӗк, тепринче ҫиччӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Енчен те ун ҫине кирек кам хӑпарса тӑрсан, участокра хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманнине, ҫав ыйтупа ӗҫлекен ятарлӑ ҫын асӑрхаттарнине ним вырӑнне хуманни ҫинчен тивӗҫлӗ ҫӗре пӗлтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Черете тӑрсан аванччӗ…

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Куштан иккен кӗрхи шӑна, Йӑлтах кӑларчӗ ман тӑна: Ӑҫтан сисет! — ларать, ҫыртать, Тытма тӑрсан — вӗлт! ҫеҫ тарать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрхи шӑна // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Ак халь тӑрсан ӗҫ умне, — Вӗсем шанас пӗр-пӗрне, Санюк хушать мӑшӑрне, Михалийӗ — Санюкне.

Куҫарса пулӑш

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

Иван Капитоновичпа Раман кӗрсе тӑрсан, ахаль те тулли пӳрт ӑшчикки татах тӑвӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех