Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрача кӑвак шуҫӑмпах тӑрса пӳрт-ҫурт тирпейлерӗ, кӑмака хутса кукӑль-икерчӗ пӗҫерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑ йӑпӑр-япӑр сиксе тӑрса вырӑнне тирпейлерӗ те кил-картине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗвел, вӑтанчӑклӑн шӑвӑнса тухса, ҫут тӗнчене ҫуллахи кӗске ҫӗрлӗ каҫран вӑратнӑ-вӑратман Лена, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса, фермӑна кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл йӑпӑр-япӑр сиксе тӑрса амӑшӗ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӑватӑ ачапа тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Выльӑхсем аптраса ӳксен ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑрса ҫула тухни те пӗрре мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Иртнӗ ҫул производство калӑпӑшне ӳстерме ҫӗнӗ майсем тупас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Унта регионӑн мӗнпур влаҫ органӗсен представителӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/

Пӗчӗк чухнех тӑлӑха тӑрса юлнӑскер, вӑл хура-шур нумай курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Учительница «Татӑр, татӑр, ачасем» тесе хӗрринче пӑхса тӑнӑ пулсан, ачасенчен нумайӑшӗ ӗҫе хутшӑнмасӑр тӑрса юлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӑл тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Унта пурӑнакансем халь уйӑхсӑр тӑрса юлнишӗн хуйхӑраҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ирхине ирех, тул ҫутӑличченех, тӑрса тумлантӑм та, ытахальтен ҫеҫ карҫинкка илсе, Йӑлӑма тухса вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫук, хӗрупраҫ таврашӗ шыраман вӑл, мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнӑ хӗрарӑмпа унӑн виҫӗ ачине хӑйпе пӗр кил-йыша пӗрлештернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ӗҫе тимлӗ, ҫине тӑрса тӑвакансене, уншӑн вута кӗме хатӗр ҫынсене кӑна хисеплетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ тӑршшӗпех Н. К. Крупская Владимир Ильичӑн шанчӑклӑ тусӗ, пӗрле кӗрешекенӗ, партири юлташӗ пулнӑ, унпа ҫума-ҫумӑн тӑрса, партин идейӑллӑ тасалӑхне, революцилле шухӑш-кӑмӑлне хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вунтӑватӑ ҫул тултарсанах Надя ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Салтак, вагон ҫине тиес тесе, миххе ҫӗклеме кӑна тӑрать — ун аллинче пушӑ михӗ кӑна тӑрса юлать.

Возьмется солдат за мешок, чтобы погрузить его в вагон, да так и остается с пустым мешком в руках.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Мир пултӑр сире, ачамсем! — терӗ те Ултук аппа вӗсене пусӑ патне ҫитичченех куҫӗпе пӑхса тӑрса ӑсатрӗ.

— Мир вашему сердцу, дети мои! — ответила Евдокия н долгим взглядом проводила их до колодца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Чӗлхесӗр ҫын пекех чӗнмест, — хӑюлланчӗ пӗри пӗвӗпе тӳрленсе тӑрса.

— Молчит, как немой, — осмелился один, становясь «смирно».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех