Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лакӑмӗ-тӗкӗмӗ те, шӑтӑкӗ-путӑкӗ те, сырӑнчӑк курӑкӗ те, шуҫлаки те тупӑнкаларӗ, ҫавна пула хӑш-пӗр тӗлте, чарӑнса тӑрса, вырӑна зажигалкӑ чӗртсех тӗпчеме тиврӗ (юрать-ха кӑмпана пуҫтарӑнакан ҫак вӑрманта питех те кирлӗ япалана илме ӑс ҫитернӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫне сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑрса куҫне ҫавӑнталла вӗҫтерчӗ — лешӗ, машина кузовне лартса кайма йӑлӑнса алӑ ҫӗклесе тӑрса юлнӑ арҫын, ун патнелле сӗнкӗлтетет иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех арҫын хыҫалта, ҫул айккинче тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уртем Михалипе Кӗтерук кинемей пырса кӗрсен, вӗсем ура ҫине тӑрса алӑ ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— У-у, ун пек ырлӑхран тӑрса юлас мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗр хӑрушӑ тӗлӗкрен самантрах вӑраннӑ пек, вырӑнӗ ҫинчен йывӑррӑн тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима йӑпӑр-япӑр тӑрса тумланчӗ те, вӗсем васкасах Ларисӑсен тӑванӗсем патне кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тахҫантанпах сисет ӗнтӗ Сима: килӗштерет ӑна Микола, хӑй ҫине мӗнле пӑхнинченех туять ӑна хӗр, анчах паянхи пек иккӗн ҫеҫ уйрӑм тӑрса курман-ха вӗсем, кинона та, киноран та тӑваттӑн пӗрле таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл ерипен тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нӳрӗ ҫӗрпе купаланнӑ тӗмеске умӗнче иккӗн тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрӗ ашшӗн сӑмахӗсене илтмен пекех нимӗн те чӗнмерӗ, пӗр хушӑ тапранмасӑр выртрӗ, унтан хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑрса тӗкӗр умӗнче тирпейленме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Корнеев куҫ хӗррипе Лидӑпа хӗрсем ҫине пӑхса илчӗ, каллех хӑй вырӑнне тӑрса ӗҫе пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗн аралатса ларан, айта, тӑрса тумлан, — койка ҫинчи хӗр аллинчи кӗнекене илсе сӗтел ҫине хучӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шӑматкун Ревлен Петрович ирех тӑрса тумланчӗ те ӗҫе васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Акӑ мӗн, каччӑ, ҫине тӑрса ӗҫлеместӗн эсӗ, ытла вӑрах ҫаврӑнкалатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача мастера тав турӗ, унтан юнашар станок ҫинче ҫӗнӗ ӗҫ улӑштаракан наладчик патне пырса темӗн каларӗ те вырӑнне тӑрса ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Юрӗ, ҫитӗ, йӑлӑхтарчӗ ку ӑслӑ калаҫу, эпир ҫамрӑк чух аслисене хирӗҫ тӑрса сӑмах чӗнме те вӑтаннӑ, хальхи ача-пӑчан намӑсӗ-симӗсӗ ҫукрах ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович тӑрса тумланчӗ те вӑхӑт ир пулнине пӑхмасӑр ӗҫе васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастер тӗксӗм ҫырӑ ҫӳҫне кӑнттаммӑн каялла шӑлса якатрӗ те, цех пуҫлӑхӗ умӗнче юриех каҫӑрӑларах тӑрса, кулам пекки турӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Цех начальникӗ телефон трубкине хучӗ те хулӑн ҫӳҫлӗ пуҫне икӗ аллипе те тӑнлавӗ тӗлӗнчен тӗревлесе пӗр хушӑ шухӑша кайса ларчӗ, унтан йывӑррӑн тӑрса чӳрече патне пычӗ, курӑнакан тавралӑха тӗлсӗррӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех