Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑркач (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта кӗнӗ ҫыннӑн кашниннех вӑхӑчӗ питӗ те шутлине кура тӑркач тӳрех мала иртме, диспетчерсене сӑмах хушма хӑяймарӑм эпӗ, ҫавӑнпа алӑк патӗнче кӑштах тӑтӑм та, кирлӗ пулсан тем чухлӗ те кӗтме хатӗр ҫын пек, пӗртен-пӗр пуш пукан ҫине лайӑхах вырнаҫса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйсене кунта Шигалее Васильев-Новгорода ӑсатма юри янине пӗле тӑркач Салтыков вӗсене хӑнасем валли хатӗрленӗ палатӑна чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле аслӑ мӑрса туса хунӑ ӑна Нухайра ҫавӑн пек чӑркӑш, тӳрккес тата йӑскӑн этемне пӗле тӑркач?

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавсене пӗле тӑркач, Григорьев Васили ашшӗ, самаях пурлӑхлӑ ҫын, ывӑлне ма салтак хӗсметӗнчен хӑтарса хӑварман-ши?

Однако, зная все это, отец Василия Григорьева, довольно зажиточный человек, не стал «отмазывать» сына от солдатчины.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи хӑратаканни, чи пысӑк ҫылӑх, вӗсен шучӗпе, писатель ҫӗнӗ шухӑш калани, ун пек ҫырма юрамасть тенине пӗле тӑркач хӑй пӗлнӗ пек ҫырни.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Сан шухӑшна пӗле тӑркач мӗн калам-ха эпӗ?

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫпе кайнӑ ҫамрӑк юлташӗсене те, Телегина та нимпе пулӑшма пултараймасса пӗле тӑркач, кӑнтӑрлахи апат тумасӑрах кӗтсе ларчӗҫ Крапивинпа Демин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Улька педтехникум пӗтернӗ, пысӑк пуҫлӑх, унашкаллисене вара чӑваш хресченӗ ҫемьене кӗртесшӗнех мар: вӗреннӗ ҫынна хисеплессе хисеплет вӑл, анчах, ҫав ҫын хресчен ҫемйинченех тухнине пӗле тӑркач, хура ӗҫре ӑна шанмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ӗҫлеме пултара тӑркач ыйткаласа ҫӳреме намӑс — ҫакна ӑнлантарать Рыжова».

«Что стыдно просить милостыню, когда можешь работать» — это объясняет Рыжова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Каласан лайӑх-ши, каламасан самайтарах-ши», — тенӗн, темле ырӑмаррӑн туртӑшкаласа илчӗ те Нина, тем тери пытарас тесессӗн те хыпарӗ пурпӗр палкаса тухасса пӗле тӑркач, каларӗ-каларех мӗн каламаллине уҫӑмлӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа, йӗкӗт сахал сӑмахлӑ иккеннине пӗле тӑркач, путакана хавхалантарасла, «улӑм ҫӳппи те тӑсса пама» тӑрать ӑна хӗр:

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Каятӑнах апла? — йӗкӗт чӗнтерсе кӑларнӑран хыпӑннипе тата савнийӗ Ҫӗпӗре ӑсанассине кура тӑркач, нимӗн те уҫҫи-хуппине шарлаймарӗ Елькка тӳрех.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, килӗшмессӗн, турткалашрӗ, пӗтӗм вӑйран ушкӑн хушшинелле туртӑнчӗ, Виталий парӑнтарасса кура тӑркач вара ирӗксӗртереххӗн урай варне тухрӗ, ытла хӑюллӑнах мар пулин те, ташӑ ҫеммине кӳлӗнчӗ.

Схватив девушку за руку, он потащил ее в круг, она упиралась, но видя, что с Виталием не сладить и уговорами его не пронять, сделала покорный вид.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унтан, лапамалла анарахла, бензовоз хӑй хӑвӑртлӑхӗпе сылтӑма тухма ӗлкӗрмессе кура тӑркач, ӑна ирттерсе яма тесе, автобуса ҫине тӑрса тормозлама тытӑйчӗ.

А когда увидел, с какой скоростью несется навстречу бензовоз, что не успевает уйти вправо и пропустить его, ударил по тормозам.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, пурӑнан пурнӑҫра, ӗмӗрте пӗрре (килйышра хушӑран-хушӑ тирӗк-чашӑк та шакӑртатса илетех, теҫҫӗ) сивӗ сӑмах каласси киле-киле семленсен те, ӑшӗнчи кӑмӑлне тула кӑларманах ашшӗ, тен, хӑй йӑлипе, чӗнмесӗр ҫӳренӗ-ҫӳренӗ пулӗ те, шӑкӑл-шӑкӑл валли сивӗ сӑмах пач юттине пӗле тӑркач — ирттерсе янӑ-тӑр.

Конечно, нет семей, где не бывает ссор, но она никогда не слышала, чтоб отец ругал мать при детях, а если и случались между ними размолвки, замолкал, переживал, но никогда не повышал голоса.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, хӑшкӑлсан-хӑшкӑлсан, ҫилли-пӑшши сирӗлме пуҫӑнсан, уҫаймасса пӗле тӑркач алӑка хӳнлеттерме те пӑрахать.

Виталий, подступавший к двери то с одной, то другой стороны, понял, наконец, что ему не открыть дверь силой, перестал колотить в дверь.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Турчӑка Кулийӗ те, килне каҫ енне кӑна таврӑннӑскер (Турчӑка Кулийӗ колхоз правленинче счетоводра тӑрмашать), ывӑлӗн ку чухнехилле мар путишне кура тӑркач, фуфайкине ҫекӗле пенӗ-пемен, ҫилли килнипе, тилӗрме тапратрӗ.

Мигулай Кочергин, работавший в колхозе кассиром, пришел домой поздно и попал прямо к столу, где властно и пьяно звучал голос сына.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӗнес текен ҫынсем пымассине пӗле тӑркач е ыттисемпе урлӑ пулнӑ ҫынна хӑнана чӗнмелле мар.

Стараются не приглашать того, чье присутствие может огорчить других и тех, о ком заведомо известно, что приглашение не будет принято.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫав кунхине Кудинов, Мелехова пӗле тӑркач чӗнтермесӗр, штабра питӗ секретлӑ канашлу пуҫтарчӗ.

В этот день Кудинов, обойдя приглашением Мелехова, созвал в штабе строго секретное совещание.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вилӗме кура тӑркач — тӑшман ҫине сиксе ӳк!

Идти на смерть, на риск.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех