Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрататчӗҫ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ура шӑнса ан пӑсӑлтӑр тесе мана мачча каштинчен вӗренпе ҫакса тӑрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Манӑн вулас килнӗ кӗнекене стена ҫумне сӗвентерсе тӑрататчӗҫ; эпӗ чи ҫӳлти пусма картлашки ҫине хӑпарса тӑраттӑм та, ҫӳлти йӗркерен вулама тытӑнаттӑм, вара сулахайран сылтӑмалла картлашка тӑрӑх куҫса вуласа пыраттӑм.

Книга, которую я желал читать, приставлялась к стене; я взбирался на самую верхнюю ступеньку лестницы и, повернув лицо к книге, начинал чтение с верха страницы, двигаясь вдоль ступеньки слева направо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑ йытӑ пӑхакансем картишне пухӑнса мӑйракасемпе шӑхӑртатчӗҫ; вара унӑн сиятельстви тухатчӗ, унӑн сиятельстви патне йӗнерленӗ ут илсе пырса тӑрататчӗҫ, унӑн сиятельстви утланса ларатчӗ, аслӑ сунарҫӑ унӑн урине йӗнер пускӑчне тӑхӑнтаратчӗ те, хӑйӗн пуҫӗнчи ҫӗлӗке хывса, ӑна чӗлпӗре паратчӗ.

Соберутся псари на дворе в красных кафтанах с галунами и в трубу протрубят; их сиятельство выйти изволят, и коня их сиятельству подведут; их сиятельство сядут, а главный ловчий им ножки в стремена вденет, шапку с головы снимет и поводья в шапке подаст.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

— Мӗнле те пулин юрӑхсӑр ҫын закона пӑссан, ҫӗр ҫине ҫаврашка тӑватчӗҫ, ун варрине ҫав ҫынна тӑрататчӗҫ.

— Если какой-нибудь негодяй нарушал установленный закон, то чертили на земле круг и ставили в него преступника.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑрла хуралсем тӑрататчӗҫ те ялтан никама та кӑларса ямастчӗҫ, ҫӗрле, путсӗрсем, хӗрарӑмсене мӑшкӑллама тытӑнатчӗҫ.

Днем по деревне ставили караулы и никого не пропускали, а ночью отправлялись баб насиловать, окаянные.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унта, ытти наукӑсемсӗр пуҫне, пӑшал пеме, харӑс пусса утма, честь пама вӗрентетчӗҫ тата, салтаксене тӑратнӑ пекех, караулра та тӑрататчӗҫ.

Там, кроме всяких наук, учили нас ещё стрелять, маршировать, отдавать честь, брать на караул — всё равно как солдат.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Чирлӗ ача выртакан пӳлӗм кантӑкӗсене яланах хупӑ тӑрататчӗҫ.

В комнате, где лежал больной, окна были плотно закрыты.

IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ялан ӑна фланг пуҫне тӑрататчӗҫ, тьху, аҫа ҫапасшӗ, мӗнлеччӗ ҫав ун хушамачӗ — Май-Бородаччӗ пулас?

Какой правофланговым был, фу, будь он проклят, как его, кажись — Май-Борода?

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Арчисене, тупри-япалисене тиетчӗҫ, учӗсене вырнаҫтарса тӑрататчӗҫ ӗнтӗ.

Грузят сундуки, именье свое, коней.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Этемӗсене суйласса та суйлатчӗҫ те ҫав ӗнтӗ: тӑрататчӗҫ алӑка икӗ ҫын, шӑп та шай пӗр пеккисене суйласа илетчӗҫ.

Тоже и личности подбирали: становют, стал быть, в дверях двоих, так подгоняют, чтоб похожи один на одного были.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм.

Я глубоко чувствовал добро и зло; никто меня не ласкал, все оскорбляли: я стал злопамятен; я был угрюм, — другие дети веселы и болтливы; я чувствовал себя выше их, — меня ставили ниже, я сделался завистлив.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир хыҫалта мӗн пулса иртнине курасран, пире яланах питпе стена еннелле тӑрататчӗҫ.

Нас ставили всегда лицом к стене, чтобы мы не видели, что делается сзади.

«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

3. Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн, хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн, 4. санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ, чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.

3. Вот, ты наставлял многих и опустившиеся руки поддерживал, 4. падающего восставляли слова твои, и гнущиеся колени ты укреплял.

Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех