Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпрапа (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл унта тарӑн шӑтӑк чавнӑ, шӑтӑк тӗпне тулли енчӗке пӑрахнӑ та, тӑпрапа витсе, вилтӑпри пекех купаласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑвӑртран хӑвӑрт сиккелесе чупать пӗчӗк ӑйӑр, кайри урисем хыҫҫӑн тӑпрапа хутӑш хытнӑ юр кумккисем сирпӗне-сирпӗне юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата шаларах чавса кӗчӗ кӗреҫе, анчах, метр ытла чавсан та, тӑпрапа чулсӑр пуҫне, урӑх пӗр япала та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь ӑна эпир тӑпрапа ӳсентӑран тата чӗрчун хушшинче йӗркеленнӗ ҫыхӑнусенче куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти тӑпрана тайгари тӑпрапа танлаштарса пӑхӑр.

Сравните почвы черноземных степей с почвой тайги.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑпка тӑпрапа хӑйӑр карташӑн тайлӑк енне лакӑма юхса аннӑ.

Рыхлая почва и песок снесены в углубление на низкой части двора.

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ял халӑхӗ субботнике те туслӑ йышпа тухнӑ, кӳлӗ таврашне ҫӳп-ҫапран тата йывӑҫ-хунавран тасатнӑ, тӑпрапа вырӑнти ҫулсене юсанӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӳлӗ чавнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%8f%d0% ... b2%d0%bda/

Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса, виҫӗ юлташӗн ӳтне те пӗр ҫӗре, хӑй хӳтӗленӗ окопа, майласа вырттарчӗ те тӑпрапа витрӗ, вӗсен ури вӗҫне Карели шурӑ чулне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Нӳхреппе юнашар, чул хӳме ҫумне, шӑтӑк чаврӑм та мулӑма хупах ҫулҫипе чӗркесе, шӑтӑка хутӑм, ҫиелтен тӑпрапа витрӗм.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кайран вара тухатмӑш кӑкӑрӗ тӗлне ӑвӑс юпа ҫапса хучӗҫ те каллех тӑпрапа витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑпрапа вылянӑ ҫӗрте упаленнӗ алӑсем пир тытма юрамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗрулмийӗсем пурте пӗр пек, тип тӑпрапа вараланнӑ сарӑ китайка пекскерсем те, хӑшне уйӑрса илмелле — пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Унӑн фабрики хӗҫ-пӑшал, ҫӗвӗ тата тӑпрапа ӗҫлекен машинӑсем кӑларнӑ, унти инженерсем машинкӑна лайӑхлатас тӗллевпе тата 5 ҫул тӑрмашнӑ.

Уже инженеры его фабрики, которая занималась выпуском оружия, швейных и земледельческих машин, еще 5 лет вели работы по совершенствованию машинки.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Маюк инке хӗрачин пуҫне ҫӗклерӗ: Маринен ҫаврака пичӗ куҫҫульпе, тӑпрапа вараланнӑ, ҫамки те ун юнӑхса, хӑпарса тухнӑ, йӗпеннӗ ҫӳҫ пайӑрки ҫамки ҫумне ҫыпҫӑннӑ, кӗпи-саппунӗ пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Ӗҫлӗхлӗ халӑх пулӑхлӑ тӑпрапа туллин усӑ курса тӗрлӗ культура ҫитӗнтерет, выльӑх-чӗрлӗх те йышлӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Унсӑр ҫакӑн чухлӗ улмуҫҫие пӗрерӗн сирпӗтсе тух-ха, — пахчаҫӑ тӑпрапа вараланнӑ хыткан аллипе малалла тӑсса кӑтартрӗ: сад икӗ урам хушшинчен пуҫланать те, ҫырма урлӑ каҫса, вӑрман хӗрринех ҫитет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хальхинче ҫак ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлнӑ, тӑпрапа ҫӑрӑлса-вараланса пӗтнӗ хӗрарӑм Сахара ун сӑмахӗнчен иртмесӗр ӗмӗрӗпе итлесе пурӑннӑ арӑмӗ пек мар, таҫти шуйттан шӑтӑкӗнчен сиксе тухнӑ тухатмӑш карчӑкӗ пек курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫаврака шӑтӑк чавтарса унта янӑ, пуҫне ирӗке, сывлӑша хӑварса, кӗлеткипе аллисене тӑпрапа таптаса хытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрпа тислӗкпе мар, пӳрт никӗсне купаланӑ тӑпрапа питӗр.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех