Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ачашлани ӑна хастарлатса янӑ: вӑл ура ҫине тӑнӑ та, ҫӗр ҫумне лапчӑна-лапчӑна, вигвамран тулалла тухнӑ.

Ласка придала ему храбрости; он встал и, припадая к земле, выполз из вигвама.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пилӗк минут та иртмен, пӗчӗк ача вӑтӑр пуҫран тӑракан лаша кӗтӗвӗн хуҫи пулса тӑнӑ.

Не прошло и пяти минут, как маленький мальчик стал владельцем табуна в тридцать голов.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах ача макӑрман; вӑл ҫав самантрах тӑрса ларнӑ, пӗчӗк питне пӗркелентерсе илнӗ те вӑл ыраттарнӑ вырӑнне нумайччен аллисемпе сӑтӑрнӑ; унтан ури ҫине тӑнӑ та амӑшӗ патне пынӑ.

Но мальчик не заплакал; он тотчас же сел, личико его сморщилось, и он долго потирал ушибленное место, потом вскочил и бросился к матери.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӑлан тирӗнчен хӗрлӗ пуставпа илемлетсе дикобраз йӗпписемпе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, хӗрлӗ материрен ҫӗленӗ йӗмӗ пиҫиххирен тытӑнса тӑнӑ.

Белая рубаха из оленьей кожи, украшенная бахромой, была расшита иглами дикобраза; штанишки из красной материи держались на пояске.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Старик ачана илнӗ те унӑн пӗчӗк ҫаврашка пичӗ ҫине чылайччен пӑхса тӑнӑ.

Старик взял его на руки и долго всматривался в маленькое круглое личико.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӑл алӑк умӗнче кӗтсе тӑнӑ, унтан алӑк вырӑнне тунӑ занавескӑна сирсе вигвама кӗнӗ.

Он подождал у входа, потом откинул занавеску, заменявшую дверь, и вошел в вигвам.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫивиттин хӗррисем ҫӗр ҫумне ҫитеймен, анчах ҫак вигвам ӑшӗнче тиртенех тунӑ иккӗмӗш ҫивитти пулнӑ, вал ҫӗрпе пӗрлешсе тӑнӑ, шал енчен ӑна вигвам тавралла купаланӑ тир куписемпе апат-ҫимӗҫ тултарса хунӑ михӗсем тата апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли хатӗрсем тытса тӑнӑ, унӑн ҫӳл вӗҫне ик-виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчи шертесенчен ҫыхса лартнӑ.

Нижний край покрышки земли не касался, но внутри вигвама была вторая кожаная обшивка или подкладка, доходившая до земли; с внутренней стороны ее придерживали груды шкур и мешки со съестными припасами и утварью, а верхний конец был привязан к шестам на высоте двух-трех ярдов.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кун ҫинчен пурте калаҫнӑ, мӗншӗн тесен Шурӑ Кашкӑр аслӑ ҫулпуҫ пулнӑ, вӑл хӑйӗн арӑм ывӑл ача ҫуратса парассине тем пекех кӗтсе пурӑнни ҫинчен пурте пӗлсе тӑнӑ.

Об этом говорили все, потому что Белый Волк был великим вождем, и все знали, как хотелось ему иметь сына.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хура Урасем вӑл вӑхӑтра Монтан штатӗнчи чи илемлӗ Икӗ Талисман ятлӑ юханшыв хӗрринче лагерьте тӑнӑ.

Черноногие в то время стояли лагерем на берегу реки Два Талисмана — одной из самых красивых рек в штате Монтана.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Каярахпа вӑл аслӑ ҫулпуҫ пулса тӑнӑ, ӑна Питамакана тесе чӗннӗ, вӑл Чупакан Ӑмӑрткайӑк тенине пӗлтернӗ.

Впоследствии стал он великим вождем, и звали его Питамакан, что означает «бегущий орел».

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫакна курса тӑнӑ арҫын хӑй айӑпне туйса хӑвӑрттӑн Нина умне пӗшкӗнчӗ, тӑма пулӑшасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӗсем пуҫтарӑнни ҫине пӑхса тӑнӑ май хӗрарӑм чӗри теме сиссе хытгӑн пӑчӑртанса ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

1983 ҫулта хута янӑ ҫуртри ҫивиттие хӑйсен ирӗкӗпе туни паллӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, унӑн хутсем ҫук.

Как выяснилось, сама кровля в доме 1983 года постройки была установлена самовольно, то есть документов на нее нет.

Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html

Амӑшӗ ҫыхса панӑ ҫырӑ свитер те ун ҫинче лӑпӑшка тӑнӑ пек, лапчӑкрах сӑмси сӑн-пит илемне пӑснӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӗр ӳкнӗ арҫын патне каялла таврӑннине те курса тӑнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Уншӑн мар-ха, — сӑмах хушрӗ шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн Петя.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Нимӗн калама та пӗлместӗп, — терӗ Ульяна Тимофеевна кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пӗр хушӑ Альӑн сӑнӳкерчӗкне алӑра тытса тӑнӑ хыҫҫӑн Юра хыпалансах урайӗнчи ванчӑксене шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарса ҫӳп-ҫап карҫинккине кайса печӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тин ҫеҫ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ ҫамрӑкӑн пуҫӗнче ҫӗр ӗмӗт тени тӳрре килмерӗ Юрийшӗн.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ывӑлӗпе кинӗ кӑвакарчӑнсем пек шӑкӑлтатса ларнине амӑшӗ ӑшшӑн пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн сӗтел ҫине каҫхи апат хатӗрлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех