Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сюльдяшов калаҫнине, инвалидсен команди каялла каймалли ҫула пӳлсе тӑнине курни шухӑшлаттарчех пулас ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суранӗ ҫине тӑвар сапа-сапа патька-патша ӑҫта тӑнине ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех, миҫемӗш хут ӗнтӗ, Укаслу хӑй патька-патша умӗнче тӑнине, ун ҫине Алюнов пӑлханса, кайран вара телейлӗн пӑхнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыран хӗрринех пырса тӑчӗ те сасартӑк аялта ҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхрӗ те Укаслу, йӗнерленӗ ут ҫавӑнта ҫӑрхаласа тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп ҫынсем ытла калаҫса тӑнине юратмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша умӗнче хӑй епле тӑнине, унтан вара Алюн пырса кӗнине, уншӑн мӗн тери пӑлханнине, кайран патька-патша ыр сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫине мӗн тери телейлӗ куҫпа пӑхнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов малтанласа хӑй умӗнче кам тӑнине тавҫӑрса та илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лайӑхрах пӑхрӗ те Ахмар лешсене пӗр арта ялккас — вӑрӑм та шултра сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ пысӑк ялккас тӑхӑннӑ лутака ҫын хӗтӗртсе тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те тӗкме патӗнче ялти пуп, Иннокентий таса атте тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Никам та хӑй умӗнче патька-патша янӑ элчӗ мар, таҫтан килсе тухнӑ хӗр тӑнине тавҫӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юр пек шурӑ урхамах кӳсе хӑйне тытма тӑнине курсассӑн пуҫне силлесе илчӗ те ҫур утӑм пек каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу та вара, пурин ҫинчен те манса, утсем епле йӗркеленсе тӑнине сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах, хӑй умӗнче халсӑр, шаталак чӗлхеллӗ Укапи карчамас тӑнине курса, кӑшт лӑпланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ В.П.Димитриев та каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Фашист хӑй умӗнче совет салтакӗ тӑнине тин ӑнланса илет.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Хӑй аллинче пӗр кӗпҫе тытса тӑнине курах каять.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӳме хӑмисем хушӑкӗнчен пӑхрӗ те килкартинче пӑшаллӑ нимӗҫ тӑнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл медпункт ҫинче те ҫавӑн пек тискер ялавах ҫакӑнса тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑваш Республикин строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Гладнев халӑха куллен кирлӗ эмелсен хакӗсем пӗр шайра тӑнине асӑннӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе, хаксене ӳстермесӗр чирлисем патне илсе ҫитерме тӑрӑшнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех