Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмхаллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсемпе арӑмсен капӑрлӑхне ӑсталамалли япаласене: вӗт шӑрҫа, шултра шӑрҫа, хуртпуҫҫи, ҫыруллӑ та «тӑмхаллӑ» шуҫ тенкӗсемпе нухратсене ⎼ асамлӑ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Рыцарь питлӗхӗ ҫинче ылтӑн пиҫиххи пулать пирӗн; аялта, сылтӑм енче, — чалӑш хӗрлӗ хӗреспе йӑлмак, хӗресӗ ҫинче йытӑ выртать — ку ӗнтӗ хӑрушлӑха пӗлтерет; йытӑ ури айӗнче — шӑллӑ сӑнчӑр, ку — чуралӑх; симӗс шеврон, унӑн ҫӳлти вӗҫӗ тӑмхаллӑ, сенкер тӗс ҫинче виҫӗ авӑнчӑк йӗр, питлӗх варринче — герб, ун хӗррисене картласа эрешленӗ; ҫӳлте — хуп-хура таркӑн негр, хулпуҫҫи урлӑ вӑл ҫӑк ҫакнӑ, сулахай енчи хура йӗр ҫинче тӑрать, питлӗхе аялтан икӗ хӗрлӗ юпа тытса тӑраҫҫӗ — кусем эпир иксӗмӗр; девиз «Маggiorе frettа, — minorе аtt».

— На рыцарском щите у нас будет золотой пояс; внизу справа — косой червленый крест и повязка, и на нем лежащая собака — это значит опасность, а под лапой у нее цепь, украшенная зубцами, — это рабство; зеленый шеврон с зарубками в верхней части, три вогнутые линии в лазурном поле, а в середине щита — герб и кругом зазубрины; сверху — беглый негр, чернью, с узелком через плечо, на черной полосе с левой стороны, а внизу две червленые подставки поддерживают щит — это мы с тобой; девиз: «Маggiore fretta, minore atto».

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл ним хайласӑр та ансат сӑмахсемпе казаксен ӗлӗк-авал патша ҫарӗсене харсӑррӑн тустарнӑ, вӑрӑ-хурахсен киммисемпе Донпа Атӑл тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ, тӑмхаллӑ патша карапӗсене ҫаратнӑ, купцасене, боярсемпе воеводӑсене унтан-кунтан пайтах «хыпашласа пӑхнӑ», инҫетри Ҫӗпӗре пӑхӑнтарнӑ ватӑ аслашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ…

Она бесхитростными, простыми словами рассказывала о вольных казачьих предках, некогда бесстрашно громивших царские рати; ходивших по Дону и Волге на легких воровских стругах; грабивших орленые царские корабли; «щупавших» купцов, бояр и воевод; покорявших далекую Сибирь…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех