Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан хӗрхен вӗсене, — терӗ Виктор, — вӗсем сана хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ

— Не жалей их, — сказал Виктор, — они тебя не пожалеют…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах куҫӗсем унӑн яланхи пек кулса тӑмаҫҫӗ; тутине те вӑл чӑмӑртаса тытнӑ.

Но глаза ее не смеялись, как всегда, губы были сжаты.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Гвардеецсем вӗсенче ҫӗр каҫма та, ура хывса тӑхӑнма та, канма та чарӑнса тӑмаҫҫӗ.

Гвардейцы не останавливались в них ни ночевать, ни за тем, чтобы переобуться или отдохнуть.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпир катӑксене коридорти чӳречене вырнаҫтарса лартма тытӑнтӑмӑр, анчах вӗсем ниепле те тытӑнса тӑмаҫҫӗ.

Мы начали вставлять стекло из кусков в коридоре, но куски не держались.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Вӗсем пирӗнтен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ.

— Ничем они не лучше нас.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Батальона Брянский вилнӗ хыҫҫӑн килнӗ тата ун ҫинчен ҫынсем каласа панисем тӑрӑх ҫеҫ пӗлекен хӑшпӗр ҫамрӑк офицерсем халӗ, май килсен, хӑйсене унӑн тусӗсем вырӑнне хума та пӑрӑнса тӑмаҫҫӗ.

Некоторые молодые офицеры из тех, что прибыли в батальон уже после гибели Брянского и знали его лишь по рассказам, теперь были не прочь выдать себя при случае за его друзей.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Нимӗн те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ:

Ничего не щадят!

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Паллӑ ӗнтӗ Ваҫка мӗншӗн мӑнаҫланни: ытти ачасен мӗн пуррине пӗчӗк крокодилпа танлаштарсан — вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ.

Понятно, что Васька задается: все, что есть у других ребят, — тьфу против крокодильчика.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Типӗ кӑнтӑр ҫилӗсемпе куштӑрканӑ сӑн-питлӗ, ҫуркаланса пӗтнӗ туталлӑ боецсем асфальт тӑрӑх юланутсемпе вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, пӗрер ҫӑвар шыв ӗҫме те чарӑнса тӑмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хула ҫурчӗсен стенисем ҫинче алӑ пекех хулӑн стрелкӑллӑ, пысӑк, ҫын ҫӳллӗш «Л» паллӑсем ӳсе-ӳсе ларнӑ.

Бойцы, обветренные сухими ветрами юга, с потрескавшимися губами, верхом мчались по асфальту, не останавливаясь даже для того, чтобы выпить глоток воды, потому что на стенах городских домов уже вырастало огромное, в рост человека, «Л» с толстой, как рука, стрелой.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑрҫӑ заказӗ, — ун пек чух нумай калаҫса тӑмаҫҫӗ, — тарӑннӑн сывласа илчӗ нимӗҫ спецовкине тӑхӑннӑ мастер.

Военный заказ, — тут разговоры короткие, — вздохнул мастер в немецкой спецовке.

2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ҫакӑн пек чухне ҫав тери лайӑх хатӗрсем те пӗр пуса тӑмаҫҫӗ

Грош цена в таком случае любому первоклассному снаряжению!»

Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Ҫар ӗҫӗсен енӗпе кардинала пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ ҫав.

— В военных делах он не является юридической инстанцией.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пурнӑҫ та, вилӗм те ҫавӑн тӗшне тӑмаҫҫӗ.

Ни жизнь, ни смерть не стоят того.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫынсене вӗсем ҫыхӑнтарса тӑмаҫҫӗ.

Не они связывают людей.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унӑн ҫулҫисем халь айккӑн тӑмаҫҫӗ.

Листья его больше не становились на ребро.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Председатель Буриш закона юратакан ҫын, ҫавӑнпа решенийӗсем ун ӑс-хакӑлран е тӗпчесе пӗлнинчен килсе тӑмаҫҫӗ, ӑс-хакӑла пӑхӑнни, е тӗпчесе хӑтланни, тавлашусӑр пуҫне, пурӗпӗр ним патне те илсе ҫитереймест.

Председатель суда Буриш мыслит как юрист и поэтому не захочет поставить свои решения в зависимость от разума и научного исследования, выводы которого всегда являются предметами споров.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Вӗсем, стариксем, нумай шутласа тӑмаҫҫӗ, кинӗсемпе ашкӑнасси вӗсемшӗн «кайӑк ҫылӑхӗ» кӑна.

Они, старики, — просты; для них это «птичий грех» — со снохой баловаться.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӗсем ҫинчен Данте сӑмахӗсемпе каламалла: «Вӗсем сӑмах тӗшне те тӑмаҫҫӗ, вӗсем ҫине пӑхса сур та — пӑрӑнса кай».

К ним можно отнести слова Данте: «Они не стоят слов, взгляни, плюнь — и мимо».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сирӗн сӑмахӑрсем ниме те тӑмаҫҫӗ.

— Ваши слова ничего не весят.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Аманнисен суранӗсене пӑхма лайӑхрах пултӑр тесе, фельдшерсем вӗсен умӗнче ҫурта тытса тӑраҫҫӗ, салху сӑн-питлӗ докторсем вара, ҫанӑсене тавӑрнӑскерсем, аманнӑ ҫын умне чӗркуҫленеҫҫӗ те, пульӑпа суранланнӑ вырӑнсене пӳрнисене чикеҫҫӗ, хыпашласа пӑхаҫҫӗ, асапланаканнисем темӗн пек йынӑшса йӑлӑнсан та уяса тӑмаҫҫӗ вӗсем, сусӑрланнӑ е хуҫӑлнӑ пирки ҫакӑнса тӑракан ал-урасене тепӗр май ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ.

Доктора, с мрачными лицами и засученными рукавами, стоя на коленях перед ранеными, около которых фельдшера держали свечи, всовывали пальцы в пульные раны, ощупывая их, и переворачивали отбитые висевшие члены, несмотря на ужасные стоны и мольбы страдальцев.

8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех