Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упа, — терӗ вӑл чарӑнса тӑмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Килнӗ ҫын нумай шухӑшласа тӑмасӑрах урине чӳрече янаххи урлӑ ячӗ те ҫӑмӑллӑн мастерскойнелле сикрӗ.

Недолго раздумывая, пришедший перекинул ноги через подоконник и ловким движением прыгнул в мастерскую.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах кӗленчери эрехне витрене пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Микула чӑннипех, пӗр именсе тӑмасӑрах, ҫав 50 пине Михха аллинчен илет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ыйтса-туса тӑмасӑрах пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӗсенчен ыйтса-туса тӑмасӑрах Кӗтерук патне евчӗ яма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа Микула ним шухӑшласа тӑмасӑрах: — Нумай ҫӗршыва ҫитсе куртӑм, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫирӗм пиллӗк, — шухӑшласа тӑмасӑрах хуравларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ-и? — терӗ те Кӗтерук шухӑшласа тӑмасӑрах пат татса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ним чарӑнса тӑмасӑрах хӑва кати сулхӑнне чӑмса, куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чӑнах, кум, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах ӗҫ-ха!

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мария Федотовна йӑпӑр-япӑр тумланчӗ те тӳрех Лаптевсем патне ҫул тытрӗ, шаккаса-туса тӑмасӑрах пӳрте кӗчӗ, сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Росгвардеец ним шутласа тӑмасӑрах ҫав вырӑна ыткӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Ӑна ертсе кайнӑ тутара палланӑран-тӑр, хуралҫӑсем пуҫне чалма ҫыхнӑ княҫа картишне ытлашши тӗпчесе тӑмасӑрах кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, инҫе ҫула кай-ма пуҫтарӑннӑ ҫынна, ҫӗр выртнӑ ялтах асӑрхаттарчӗҫ, мӑн ҫулпа вӗҫӗмсӗр ҫар анать, пырса ҫакланмалли ҫук, ним ыйтса тӑмасӑрах тытса хупаҫҫӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллах, ку шухӑшпа Федор Егорович та пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Анкарти виҫекенсем вӑл каялла таврӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах Лапша Павӑлӗн кил хушшине тепӗр хут кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Нумай шутласа тӑмасӑрах, ӑна алла илтӗм те хам хваттере йӑтса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ним тӑхтаса тӑмасӑрах эпӗр ҫывӑхри Карачура ялне тухса утрӑмӑр.

Не мешкая, мы тотчас направились в ближайшую деревню Карачуры.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех