Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен паникёрствине тата хӑравҫӑлӑхӗпе оборона ӗҫне чӑрмантаракансене, вӗсем камне-мӗнне пӑхса тӑмасӑрах, пурне те ҫийӗнчех Военный трибунал судне памалла.

Нужно немедленно предавать суду военного трибунала всех тех, кто своим паникерством и трусостью мешают делу обороны, не взирая на лица.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

— Тивмесӗр! — терӗм эпӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унтан, кӗтсе тӑмасӑрах, хӑй тухса кайрӗ, анчах яла ҫитсен, Нинӑна тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӗсем ҫинчен тата Мавра кинеми пирки эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах мӗн те пулин ҫырӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мишша клуб пуҫлӑхӗ кӑмӑлсӑр иккенне кура пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах урам тӑрӑх лӑпсӑртатрӗ, ун хыҫҫӑн малтан хӳме хыҫне пытанма ӗлкӗрнӗ ачасем те тӑвалла вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Василий Петрович урӑх тытӑнса тӑмасӑрах пуринпе те сывпуллашса хваттерне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Вӗсен ним тӑхтаса тӑмасӑрах Хырла шывӗ хӗррине, Хурачул хыҫне тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл халӗ хӑй патнелле ҫывхарнӑ кашни ялйышне ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӗлерме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюновпа Укаслун нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах суд тунӑ ҫӗре каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тен, ӑна ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытарса тӑмасӑрах каламалла мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла ним тӑхтаса тӑмасӑрах ҫула тухар…

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан ним тӑхтаса тӑмасӑрах кунтан тухса кайма, ытти ялсене ҫитсе патька-патша тӑшманӗсене пӗтерме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантерӗн каллех, ним шутласа тӑмасӑрах, ҫак ялтан тухса тарасси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Манран ирӗк килнӗ пулсан эпӗ вӗсене тӳрех, ним ыйтса-туса тӑмасӑрах, урисенчен тытнӑ пулӑттӑм та пуҫӗсене пӳрт пӗрени ҫумне ҫапӑттӑм… —

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫарҫыннисене ҫарпуҫӗсем мӗн хушнине ним шутласа тӑмасӑрах итлеме хӑнӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусана киличчен вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах сӑваплӑ Мускава, унтан аскӑнсен йӑвине Питӗре илме каясшӑн ҫунатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл ниҫта чарӑнса тӑмасӑр чупать, шӑллӗ патӗнче те чарӑнса тӑмасӑрах малалла иртет, тӳрех кӳлӗ еннелле вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эп ҫывхарнине сисменскер, вӑл ман еннелле палт! ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн вичкӗн хӑмӑр куҫӗпе мана сӑнӑ пек тирӗнчӗ, шиклӗн, шанмасӑртараххӑн тимлерӗ, вара сӑмах-юмах ҫӑрса тӑмасӑрах мӑнттай ҫулӑкне катари ик енӗпе те тӳп-тӳрӗ хула урамӗ еннелле ярт! ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫын пулса ура ҫине тӑмасӑрах, пӗр чӗптӗм те пулин телей курмасӑрах, Полинӑпа пӗрле пулмасӑрах пурнӑҫран уйрӑлса каяс-и.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мучипе калаҫнӑ хыҫҫӑн Ленӑн килӗнче пӗр минут та тӑрасси килмерӗ, вӑл мунча кӗрсе тӑмасӑрах фермӑна хӗрсем патне кайма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех