Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмарӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах хайхи хуравласса та кӗтсе тӑмарӗ, мӗн пулса иртнине патӑртаттарса каласа пама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав урӑх калаҫса тӑмарӗ, ҫирӗп аллипе утне тытса пӑрчӗ те сиккипе тапӑр еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискер урӑх сӑмах хушса тӑмарӗ, ҫаврӑнчӗ те, туйи ҫине таянса, аяккалла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кируксем эрне хушши пурӑнчӗҫ ӗнтӗ, Кузьма Васильчпа Зина патне пӗр кӳршӗ килнисӗр пуҫне (вӑл та пӳрте кӗрсе тӑмарӗ) урӑх никам та килсе каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя нумай та тӑмарӗ — ҫӳҫе хуллисене ҫӗклесе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук мӗн ӗҫ пуррине ыйтса тӑмарӗ, амӑшӗ чӗнет пулсан, кирлӗшӗн чӗннипе чӗрипех ӑнланчӗ: вӑл хӑвӑрт тӑчӗ те кӳлӗ хӗрне анса ҫӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Патша «подъем» кӑшкӑрсан та тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Унта нумай та тытӑнса тӑмарӗ, ҫур литр эрех илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Нумаях та пуҫне ватса тӑмарӗ ҫакскер — ҫӑкӑр таткине пӗчӗк сӑмсипе ҫӑтӑххӑн кап! хыпса илчӗ те, пӑрлатса ҫӗкленсе, хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Халӗ те вӑл чикан майрисене те, ялне те, кил-йышне те, колхозне те, институтне те Полина «витӗр» ҫеҫ курчӗ, анчах савнӑ хӗрӗ халӗ, утнӑ май, асӗнче йӑл-йӑл ҫуталса тӑмарӗ, унран писсе тӗссӗр, хавхасӑр пирӗштие ҫаврӑнса, лӑпӑл-лапӑл ҫунат сулса хӑварса, таҫталла каялла, курӑнми аяккалла, лапӑстатнӑ пек туйӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫне нумаях ҫӗмӗрттерсе тӑмарӗ — тӑтӑрхаланса кабинӑна кӗрсе ларчӗ те машинӑна чӗртсе ҫав прачак патнелле кӗрлеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӗкӗт тек калаҫса тӑмарӗ, малалла чупнӑ пек кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Арҫын ача Ревлен Петровича та кӗтсе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ревлен Петрович аслӑ мастерпа урӑх калаҫса тӑмарӗ, ун патӗнчен вӑрт ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн рабочийӗсем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич урӑх калаҫса тӑмарӗ, каччӑ умӗнчен пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Симакова тек тытӑнса тӑмарӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те иккӗмӗш хуталла, ҫи-пуҫсене улӑштарса тӑхӑнмалли пӳлӗмелле, чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полинӑран уйрӑлсан Ревлен урӑх ниҫта та чарӑнса тӑмарӗ, тӳрех килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич тек калаҫса тӑмарӗ, цех начальникӗ ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те алӑка ҫилӗллӗн хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Якур мучи те тек калаҫса тӑмарӗ, мӑнукӗн вырӑнӗ ҫинче кӑштах выртса канчӗ те хула курма тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех