Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмарӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капмар пӳртпе Таранов нумаях киленсе тӑмарӗ — хапхан кӗҫӗн алӑкне хӑвӑртрах уҫма тимлерӗ, ҫав хушӑрах анаталла-тӑвалла вӑльть-вальть пӑхкаларӗ: урама ӑнсӑртран сиксе тухса кашниех ӑна: «Курӑрха, курӑр, Илья Семенович ывӑлӗ килнӗ!

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тек калаҫса тӑмарӗ — каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах анаталла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кирек кам та пӗр-пӗр ӗҫ пуканӗ ҫине вырнаҫса ларсан чиновнике тухать, ҫын пулма пӑрахать», — ҫапларах ҫырса хунӑччӗ кун кӗнекине тахҫан-тахҫан Таранов, ҫавна асра тытса вӑл издательствӑра ӗҫлекенсене нумай чӑрмантарса тӑмарӗ — сывпуллашма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах апла пулин те, вӑл ҫутҫанталӑкӑн ҫав ниме те хӗрхенмен, никама та шеллемен законӗсем ҫине ӳпкелешсе тӑмарӗ, кӗтмен ҫӗртен ача пек хавассӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Халӗ те вӑл ак, пӑрахут ҫинчен анса Варламовсен умӗнчен иртнӗ чух чӳречерен хӗрлӗ кӗпеллӗ Ваня е Шурккипе Василийӗ курӑнса каймӗҫ-и тесе пӑхрӗ те чарӑнса туса тӑмарӗ, килнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий Васильевич вӗсем тухса кайсан нумай та тӑмарӗ, аллипе сасартӑк утияла сирчӗ те кровать ҫинчен ҫӗре анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Анчах сасартӑк вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ — Алексей кӑштах вырӑнтан сиксе тӑмарӗ

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Марина калаҫса тӑмарӗ — малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шкула васкаканскер, калаҫса тӑмарӗ, симӗс плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек вӑркӑштарса ҫул еннелле талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑйне тӳрре кӑларас шутпа ӳсӗрле вӑл тем тӗрлӗ те лӗпӗртетме пултарӗ, чӗлхи унӑн яка, — терӗ те урӑх калаҫса та тӑмарӗ — райӗҫтӑвком ҫуртнелле шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ман шухӑш-туйӑма Глафира витӗрех ӑнланчӗ пулмалла — нумаях калаҫса тӑмарӗ: «Ах, эп ҫакнашкал йывӑр хушлӑха ҫакланнӑшӑн хӑвӑр та айӑплӑ мар-и? Мӗншӗн ҫавӑн чух эсир мана Сардимировпа вӑрмана пӗрлӗхен ҫиме ятӑр-ши?» — тесе йӗрсе ячӗ те плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек варкӑштарса вӑрман карти ҫумӗпе ял еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Нумай калаҫса тӑмарӗ – мана сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Нумай шухӑшласа тӑмарӗ — тулли витрене кладовщик ҫине шӑпӑр-р! ӳпӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑм тек калаҫса тӑмарӗ, пуҫне чикерех утаканскер лаборатори ҫуртне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫакна кура ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр харӑсах аллисене ҫӗклерӗҫ, анчах грузовик чарӑнса тӑмарӗ — ҫул айккинче мӗскӗннӗн тӑрса юлнӑ икӗ ҫынран тӑрӑхланӑ пек, виҫӗ хутчен янравлӑн пиклеттерчӗ те каялла сивӗ хытӑ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе малалла ҫивӗччӗн талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Лариса урӑх калаҫса тӑмарӗ, чечеклӗ вӑрӑм кӗпин аркине шуххӑн вӑркӑштарса перекет касси еннелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑл ниҫта та кӗрсе тӑмарӗ,тӳрех Кӗлсулттан патнелле урапине кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хӗр-полковник мӗн хуравласса та кӗтсе тӑмарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса хушу пама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер вӗсем пӗр-пӗрне хӑртнине итлесе тӑмарӗ, аманнӑ чӑваша тӑрантас ҫине хурса яла илсе кайма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сан шухӑшна пӗрре те ырламастӑп, — терӗ полковник, анчах государь-император приказне илтсессӗн тек хирӗҫлесе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех