Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкса (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗ тата ман ҫуха ҫине юр тӑкса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пӗчӗкрен ӗҫре тар тӑкса ӳсрӗ Павӑл, хула пек кил-ҫуртри пӗртен-пӗр ача, пӗртен-пӗр арҫын чунӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑкӑрӗ ҫинчи орденсемпе медальсем, хулпуҫҫийӗсем ҫинчи ылтӑн пакунӗсем вут тӑкса, вут сирпӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ аттипе карттус сӑмси те ҫуталса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ юн тӑкса, Улюк юн тӑкса хӳтӗленӗ ҫӗр ҫинче, Тоня кинӗм пеккисем, Володя пеккисем чечеклентерекен ҫӗр ҫинче!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Э-э, помидор вӑррине тӑкса ямалла пулнӑ.

Эх, лучше надо было помидоры рассыпать.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ҫав япаласене эп хура тар тӑкса туяннӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ ӗнтӗ хӑй пӗлекен ҫынсене Наталь.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫул леш енчи ҫулҫӑ тӑкса хуралса пыракан юманлӑх тӑван вӑрмана, ҫуралнӑ яла аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпах вӗсем пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнченех тар тӑкса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Кивӗ арман тӗлӗнчи ватӑ йӑмрасем ҫулҫӑ тӑкса хуралнӑ турачӗсене хурлӑхлӑн усӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсенчен турарах ҫулҫисене тӑкса ҫаралнӑ хӗрлӗ туналлӑ хӑвалӑх пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунта ҫамрӑк улмуҫҫисем ҫулҫӑ тӑкса кӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗренесемпе ҫӑкасем тахҫанах саралнӑ, имшеррисем ҫулҫисене те тӑкса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун ҫийӗн пӑрчӑкансем кӗрен тӗк-мамӑк тӑкса вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ҫавнашкал хӑтланни хӑшне-пӗрне килӗшмен: «Ҫынсем тар тӑкса укҫа тӑваҫҫӗ — эсир ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса кӗлмӗҫленетӗр. Чышкӑ тутанса пӑхас килмест-и?!» — тенӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сӑрине ӗҫсе ярсан (е тӑкса ярсан) — чӗрес (формӑ) юлать, вӑл сӑрасӑр та пӗр ҫул мар, ҫӗр ҫул та ларма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хресченсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса, драгунсем ним хускалми тӑракан хусахсене пырса ҫапрӗҫ, халь тин ҫапӑҫу йӗркине патька-патша хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултараймарӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн пиншер ҫӗмренне ҫӗр ҫинелле тӑкса, хӗвел пӗлӗтелле ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса пӗтермесӗр кил пирки пит шухӑшласах каймалла мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е Раҫҫей империйӗшӗн ҫунса ҫӳресе, ним айӑпсӑр ҫынсен юнне тӑкса, хӑйӗн тӗп-тымарне те манса кайрӗ пулать-ши!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тар тӑкса ӗҫлени…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех