Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑк сăмах пирĕн базăра пур.
тӑк (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмахсем уйрӑммӑнах Ятламаса савӑнтарчӗҫ: апла тӑк ашшӗпе ывӑлӗ ӑна, вӑйсӑр ҫынна, ҫуран нумай уттармаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тупӑннӑ тӑк лайӑх.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл, тавлашас тӑк тавлашас тенӗ пек, апат ҫиме пӑрахса сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялусем пӑлханнӑшӑн Салтыков кунта мар тӑк, таҫта урӑх ҫӗрте ҫакса вӗлерет сана.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куратӑп, Таланов хуҫа, эс ху та воевода ҫыннисем патӗнчех ӗҫлетӗн пулас? — ӑна чавсинчен тӑк! тӗксе ыйтрӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апла тӑк мӗн пулса иртрӗ паян?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхса тӑр, ырапах, ыран мар тӑк тепӗр кунах таврӑнатӑп хулана.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Паян мар тӑк ыран, пурӗ пӗр илсе каять ӑна хӑйӗн патне.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пулӑшатӑн тӑк мана, пӗтеретпӗр суса!

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫавӑнпа та сирӗн ватӑ тӑванӑрсем пур тӑк - вӗсене ултавран сыхланмалли пирки асӑрхаттарма ан ӳркенӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Хӑшне суйласа илӗ-ши судпа айӑпласа вилмелле тунӑ ҫын: ак паян илсе кайса ҫакса (е персе) вӗлереҫҫӗ, паян мар тӑк, ыран вӗлереҫҫех ӗнтӗ тесе виҫ-тӑватӑ ҫул хушши кӗтсе пурӑнма-и е айӑпланӑ кунах вилме-и?

Что должен выбрать осужденный на смертную казнь судимый: вот сегодня повесят (или перестреляют) и не сегодня, а в течение трех-четырех лет дожидаться, что завтра убьют, или не умрут в день осуждения?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мана кивҫен, ҫӗн тырӑччен, авӑн ҫапса пӗтернӗ-пӗтермен кисе памалла, е ӗҫ хушсан ӗҫлесе татмалла, — терӗ те Михапар хӑйне ырӑ мар туйса кӳ! хӗрелчӗ: Ярмулла нихҫан та ҫынна тара тытса ӗҫлеттермен — хӑйсем ултӑ ҫурла, тырӑ вырасси пирки калас тӑк; ҫапла шухӑшласа илчӗ те Михапар вӑтанса малалла вӗтӗртеттерсе каласа карӗ.

Мне бы взаймы, до нового урожая… Как только обмолотим… — путанно начал Михабар, — или я отработаю, какую хошь работу исполню… — От смущения Михабар покраснел: он знал, что Ярмулла никогда не пользовался чужим трудом — их самих шесть серпов, если речь пойдет о жатве; но его уже было не удержать, и он затараторил дальше:

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах урса кайнӑ Янтул — ут ҫухалнах тӑк кирек мӗн пултӑр! — ӑна-кӑна уйӑрса тӑраймарӗ.

Но Яндул, разъяренный исчезновением лошади, не соображал ровным счетом ничего.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укҫа пур тӑк, хуҫа умӗнче эсӗ те хуҫа.

А есть деньги в кармане — ты и перед хозяином хозяин.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян мар тӑк ыран вилес ҫынсене нимӗн те хӑратмасть.

А что терять человеку, который умрет не сегодня-завтра?

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Май тӑк — май, май мар-тӑк — тухнӑ та утнӑ каялла.

Развернулся и ушел.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сирӗн професси пултарулӑхпа е журналистикӑпа, юриспруденципе ҫыхӑннӑ тӑк тахҫанхи плансене пурнӑҫлама пултаратӑр.

Вы можете реализовать давние планы, если ваша профессия связана с творчеством, журналистикой или юриспруденцией.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа тӑк — укҫа, апат-ҫимӗҫ тӗк — апат-ҫимӗҫ.

Деньги так деньги, угощенье так угощенье.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лаша ҫук тӑк — тымарне каснӑ йывӑҫ эс.

Нет лошади — ты как дерево без корней.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыйткаласси пирки калас тӑк, ӑна эп нимле чӗлхепе те ыйтмӑттӑм.

А уж попрошайничать я не стал бы ни на каком языке.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех