Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвӑн (тĕпĕ: тӑвӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнех тӑвӑн ӗнтӗ?

Чего уж поделать..

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн тӑвӑн, пурнӑҫ кустӑрми пӗр чарӑнмасӑр ҫаврӑнни кирек кама та ураран ӳкерӗ.

Что поделать, ритм современной жизни иногда подкашивает любого.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах мӗн тӑвӑн, амбулатори ҫурчӗ ялти улт кӗтеслӗ пӳртрен те пысӑках мар-ҫке…

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах мӗн тӑвӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн тӑвӑн, эрех сутмаҫҫӗ халӗ — типӗ саккун, ҫуттисӗр вара чӗлхе кирлӗ таран ҫаврӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗччен кичемрех пулать, паллах, анчах мӗн тӑвӑн?

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӗн тӑвӑн, урӑх никама та яма май килмест унта.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӗн тӑвӑн, Ева чӑвашла ытти артистсенчен лайӑхрах пӗлет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Енчен, кам та пулин сан арӑмна куҫ хывсан, вара эсӗ хӑв мӗн тӑвӑн? — тӗртсе илчӗ юнашарри.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Хаҫат кӑларасси кӑна интереслентермест иккен Иоаким Степановича, шуррисемпе кайнисене тытасси те канӑҫ памасть ӑна. Мӗн тӑвӑн, ӗҫӗ ҫавӑн пек тума хушать ӗнтӗ», — шухӑшларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн тӑвӑн: арӑмӗ йывӑр чирлесе выртнӑ чух килӗшмест те пулӗ ҫав вечерсенче ташласа ҫӳрени.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн тӑвӑн, чылайӑшне вӑл ҫулталӑк хушшинче манса та пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн тӑвӑн, кӑмрӑксӑр сӑмавар чӗртме ҫук — хӗпӗртесех кӗтсе илеҫҫӗ ӑна чей ӗҫме юратакансем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗн тӑвӑн, турри ҫапла ҫырнӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тияк хулӑпа ҫунтара пуҫласан — чӳк тӑвӑн — лайӑх!

Как нажарит дьяк розгами, будет тебе хорошее моленье!

I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

— А ывӑл пулсан, мӗн тӑвӑн, — йӑвашшӑн ыйтрӗ Елюк.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил вырӑнне хӑйне янипе тарӑхнӑ, анчах… мӗн тӑвӑн, самани ҫапла.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах мӗн тӑвӑн: ырӑ канаш панӑ Феопемпт Анисимович.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн тӑвӑн, мул тӗнчин ырри-усалӗ яланах пӗрле ҫӳрет, чӑваш ялне те ҫаплипех пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Мӗн тӑвӑн, ыттисен чунне ӑнланас тесен, хӑвӑн чунлӑ пулмалла, чӑн малтанах.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех