Шырав
Шырав ĕçĕ:
Джесси пӗлекен чӑнлӑх хальлӗхе синкерлӗ чӑнлӑх кӑна-ха; тата тӗрӗсрех пулмалли — сивӗ туйӑмсӑр тӗп тӑву чӑнлӑхӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чӑн та, унтан-кунтан чышӑнасран, ҫын тӗртнинчен сыхлакан, хама ыттисенчен икӗ е виҫӗ пуҫ ҫӳлерех тӑратма май паракан ҫак вырӑншӑн унӑн хуҫине тӳлеме тиврӗ; хайхискер тав тӑву авӑкӗнче мана каланӑ тӑрӑх — вӑл ӑна иртенпех вӗҫертмест-мӗн; мӗнех — хӑйне евӗрлӗ пайта ҫӑл куҫӗ вун пиллӗкри шӗвӗрккене ылтӑн укҫаллӑ турӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сӑнӗнче астармӑш та, тав тӑву та ҫук, Горн хӑй вара кӑштах аптӑранипе табак тӗтӗмне яланхинчен тарӑнрах ӗмет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӗрарӑма ыталаса, питӗнчен ҫупӑрласа Шамполион ӑна вӑраххӑн чуп турӗ; чуп тӑву кӗскен, анчах самаях палӑртуллӑн каялла таврӑнчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫак чуп тӑву ҫыртнине аса илтерчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Цирка-и?.. — хӗсӗнсе кӗрсе, ҫинҫе сасӑпа нӑйлатрӗ пӗчӗк хура ача, шӑпах хайхи тӑву падежӗнчи предлогсем ҫинчен кӑшкӑрнӑскер.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Тӑву падежӗнчи предлогсене-и? — ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ пӗри хыҫалтан.— Предлоги с винительным? — взвизгнул тоненьким голоском кто-то из заднего ряда.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсӗ пур тӗлӗшпе те тӳрӗ, анчах Хӑвӑн ҫиллӳпе хаярлӑхна Хӑвӑн Иерусалим хулу ҫинчен, Хӑвӑн таса тӑву ҫинчен сирсе ярсамччӗ; пирӗн ҫылӑхсемшӗн, пирӗн аттесен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Иерусалима тата Санӑн халӑхна таврари халӑхсем пурте мӑшкӑллаҫҫӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ мана Хӑвӑн халӑхун патши пулма, Хӑвӑн ывӑлусемпе хӗрӳсен тӳри пулма суйласа илтӗн; 8. Эсӗ мана Хӑвӑн сӑваплӑ тӑву ҫинче Турӑ Ҫурчӗ лартма, Ху пурӑнакан хулара парне вырӑнӗ лартма каларӑн, ӑна Ху чӑн малтан тунӑ сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗ евӗрлӗ тума хушрӑн.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн ҫуттупа Хӑвӑн чӑнлӑхна ярсамччӗ; мана ҫавсем ертсе кайччӑр, Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине, Санӑн Ҫуртна илсе ҫитерччӗр.3. Пошли свет Твой и истину Твою; да ведут они меня и приведут на святую гору Твою и в обители Твои.
Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн сӑваплӑ тӑву ҫине кам вырӑнаҫма пултарайӗ?
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна!
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1