Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылтӑнланӑ хашакари тӑватӑ пысӑк ӳкерчӗк кӑвак обой ҫинче ҫулталӑкӑн тӑватӑ вӑхӑтне кӑтартать.

Четыре картины в золоченых рамах являли по голубым обоям четыре времени года.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Аманса пӗтнӗ, тертленсех ҫитнӗ, ҫунакан пуҫпа, типнӗ пырпа тӑватӑ пуҫлӑ ҫын куҫать: тӑватӑ уран, хырӑмпа шӑва-шӑва, ӳке-ӳке, ҫыранӑн шӗвӗ тӑмне пичӗпе перӗне-перӗне, сике-сике, тӗмсене хуҫа-хуҫа, курӑнми чараксене хул пуҫҫипе те кӑкӑрпа ҫӗмӗре-ҫӗмӗре; ҫак ҫын, этем шухӑшӗ-сисӗмӗсӗр юлнӑскер, тунсӑхпа, ӗмӗт татӑлнипе, теветкеллӗхпе хӗсӗнсе ҫитнӗскер, хӑйӗн таткаланчӑк-ҫуркаланчӑк кӗлеткине шыв хӗрринче тепӗр сехете яхӑн сӗтӗрсе пычӗ.

Разбитый, истерзанный, с пылающей головой и пересохшим горлом, двигался человек о четырех головах, на четвереньках, ползком, срываясь, тыкаясь лицом в жидкую глину берега, прыгая, давя кусты, ломая плечом и грудью невидимые препятствия, человек этот, лишенный человеческих мыслей, притиснутый тоской и отчаянием, тащил свое изодранное тело у самой воды еще около часа.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Унӑн тӑватӑ алӑ, тӑватӑ ура.

У него четыре руки и четыре ноги.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Хӑйӗнчен тӑватӑ миля инҫӗшне ҫирӗм тӑватӑ сехетрен таврӑнас килмесӗр кайма пултарнине ниепле те ӑнланаймасть.

Она не понимала, как можно отойти от нее далее четырех миль без желания вернуться через двадцать четыре часа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Вӑл ман ҫине тӑватӑ хут тапӑнчӗ, тӑватӑ хутӗнче те эпӗ ӑна петӗм, анчах вӗлерме пултараймарӑм.

Четыре раза он на меня бросался, и четыре раза я стрелял, но не мог его убить.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫак кӗтӳрен сана тӑватӑ лаша паратӑп: тӑватӑ ҫулхи хура тихана, виҫӗ ҫулхи шурӑ кӗсрене, чӗрӗлсе пӗтнӗ хӑлхаллӑ тур кӗсрене тата хам бизонсем тытма сунара ҫӳренӗ ҫӳрен кӗсрене паратӑп.

Из этого табуна я дарю тебе четырех лошадей: черного жеребца-четырехлетку, белую кобылу-трехлетку, гнедую кобылку с расщепленным ухом и серого жеребца, на котором я охотился за бизонами.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл мана тӑватӑ ҫӗр те хӗрӗх тӑватӑ пысӑк ылтӑн укҫа тата хӗрлӗ алмаз парнелесе пачӗ.

Он подарил мне четыреста сорок четыре крупных золотых монеты и красный алмаз.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр пуплев тума май пур виҫӗ е тӑватӑ сӑмах сиксе тухсан, вӗсем ҫав сӑмахсене ҫырса пыракан тӑватӑ ученике вуласа параҫҫӗ.

Если случалось, что три или четыре слова составляли часть осмысленной фразы, ее диктовали остальным четырем ученикам, исполнявшим роль писцов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король тухса кайсан, виҫӗ кунтанах вӗсем хула хапхисене питӗрсе лартнӑ, губернаторне арестленӗ те, хулан тӑватӑ кӗтесӗнче те кӗске вӑхӑтрах тӑватӑ пысӑк башня туса лартнӑ, башньӑсен ҫӳлӗшӗ хула варринче ларакан гранитлӑ шӗвӗр ту ҫӳлӗшех пулнӑ.

Не прошло и трех дней после отъезда короля, как горожане заперли ворота, арестовали губернатора и в невероятно короткий срок воздвигли по четырем углам города четыре массивные башни такой же высоты, как и гранитная остроконечная скала, возвышающаяся как раз в центре города.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Цилиндр стенисен хулӑнӑшӗ тӑватӑ фут, вӗсен ҫӳлӗшӗ те тӑватӑ фут пулать, цилиндр диаметрӗ вуникӗ фута ҫитет.

Толщина стенок цилиндра равна четырем футам, высота их также четыре фута; диаметр цилиндра достигает двенадцати футов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ачасене тӑватӑ ҫула ҫитиччен тумтирне тарҫӑсем тӑхӑнтартса, хывса яраҫҫӗ, тӑватӑ ҫул тултарсан вара ҫакна пурне те ачисем хӑйсемех тӑваҫҫӗ.

До четырех лет детей одевает и раздевает прислуга, но начиная с этого возраста все это они делают сами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӑхӑр патакне илтӗм те, вӗсене ҫӗре ҫирӗп чике-чике лартса, кашни енӗ икшер фут ҫурӑ тӑршшӗ квадрат турӑм; ҫав тӑхӑр шалча ҫине сӑмса тутрине хытӑ карӑнтарса ҫыхрӑм, ҫиелтен тӑватӑ кӗтесрен тытӑнтарса тӑватӑ патак ҫӗре параллеллӗ ҫыхса хутӑм.

Я взял девять палок и крепко вбил их в землю в виде квадрата, каждая сторона которого была длиной в два с половиной фута; на этих девяти кольях я туго натянул носовой платок, а сверху прикрепил к четырем углам квадрата еще четыре палки параллельно земле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем ҫӳхе, тӑватӑ кӗтессинче тӑватӑ шӑтӑк.

Они тоненькие, с четырьмя отверстиями на уголках.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пӗчӗкрех шӑтӑклӑ пир тӑвас тесен тӑватӑ ҫиппине шӑл пуҫне пӗрер мӑшӑр илме, икӗ шӑлне сиктерме, тӗртнӗ чухне тӑватӑ пӗрчӗ ывӑтсан пралук кӗртсе лартма канаш пачӗ.

Можно ли сделать так, чтобы дырочки того холста были мельче, Тетя Спанюк советует пробрать четыре нитки по паре в зуб, два зуба пропускать, прутик потребуется еще тоньше, его вставляют в зев вместо пятой нитки.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

1876 ҫулта Николаус тӑватӑ тактлӑ цикл шухӑшласа кӑларнӑ, 1877 ҫулта вара тӑватӑ тактлӑ шалти ҫуну двигателе патентленӗ.

В 1876 году Николаус Отто изобрёл четырёхтактный цикл, а в 1877 году запатентовал четырёхтактный двигатель внутреннего сгорания.

Готлиб Даймлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%B5%D1%80

Иккӗмӗш линире фракиец тӑватӑ легион вырнаҫтарчӗ, сылтӑмпа сулахай ҫунатсен вӗҫӗсене тӑватшар пин кавалерист тӑратрӗ.

Во второй линии фракиец расположил четыре легиона, а по краям правого и левого крыла поместил по четыре тысячи кавалеристов.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ултӑ легионран тӑракан пӗрремӗш корпус пуҫлӑхӗ Крикс пулчӗ, тӑватӑ легионран тӑракан иккӗмӗш корпуса Граник аллине пачӗ, юлашки тӑватӑ легионран тӑракан корпус пуҫне Арторикса тӑратрӗ.

Первый, состоявший из шести легионов, он поставил под команду Крикса, второй, из четырех легионов, имел командиром Граника; третий образованный из четырех последних легионов, был поставлен под начальство Арторикса.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лентулӑн ҫирӗм тӑватӑ пин ҫынран тӑракан тӑватӑ легион, вуникӗ пинрен тӑракан пулӑшу ҫарӗ пулнӑ.

У Лентула было четыре римских легиона, насчитывающие двадцать четыре тысячи человек и подкрепленные двенадцатью тысячами вспомогательных воинов.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта тин ҫеҫ ҫӑмартаран тухнӑ тӑватӑ чӗппе, тӑватӑ пӗчӗк чӗрӗ кайӑк татӑкӗ ларнине курчӗ.

Там было четверо только что вылупившихся птенца, не старше одного дня.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вара манӑн кашни кун виҫӗ сехет ҫурӑ вӗренсе лармалла килсе тухатчӗ, унтан тӑватшар, тӑватӑ сехет ҫурӑшар…

Получалось, что я должен заниматься каждый день по три с половиной часа, потом по четыре часа, по четыре с половиной…

Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех