Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ юпа ҫине тӑватӑ ҫын ҫакнӑ.

Четверо повешенных.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Пӗри пӗр вӑхӑтрах тӑватӑ турилккене ҫӳлелле ывӑтса тытать, тепри те — тӑватӑ турилккене.

Один подбрасывал сразу четыре тарелки, и другой — четыре тарелки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Лашан тӑватӑ ура, пирӗн те иксӗмӗрӗн тӑватӑ ура.

У лошади четыре ноги, и у нас с тобой тоже четыре ноги.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вара тӑватӑ самолёт пӗрин хыҫҫӑн тепри сывлӑшалла ҫӗкленсе хӑпарчӗҫ, пӑр ҫине тӑватӑ юлташ тӑрса юлчӗҫ.

И один за другим в воздух поднялись четыре самолёта, а на льдине остались четыре товарища.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Кил-йышӗ унӑн ҫирӗм икӗ ҫын пулнӑ: тӑватӑ авланнӑ ывӑлӗ, ултӑ мӑнук, вӗсенчен пӗри Петӗрӗ авланнӑ, тата мӑнуккин икӗ ачийӗ, виҫӗ тӑлӑх ача тата ачапӑчаллӑ тӑватӑ кинӗ пулнӑ.

Всех семейных во дворе было 22 души: четыре сына женатых, шестеро внуков, из которых один Петруха был женатый, два правнука, трое сирот и четыре снохи с ребятами.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Пиртен таҫта сулахайра, куҫакан пӑр ҫинче, тӑватӑ харсӑр паттӑр, тӑватӑ хӑюллӑ совет полярникӗ тӑван ҫӗршывӑн ырлӑхӗшӗн тата пӗтӗм тӗнче наукишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Где-то влево от нас, на дрейфующей льдине четыре отважных героя, четверо мужественных советских полярников борются на благо Родины и мировой науки.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Тӑватӑ утӑм малалла… тӑватӑ утӑм каялла, каллех тӑваттӑ малалла, тӑваттӑ каялла.

Четыре шага вперед… четыре назад, еще четыре вперед, еще четыре назад.

Ҫӗрле // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тен, ҫакӑншӑн тӑватӑ пысӑк бокал — тӑватӑ бокал вӗт! — ултавлӑ эрехе ӗҫни айӑплӑ пулчӗ пулӗ?

Может быть, в этом были виноваты выпитые четыре — представить себе только! четыре внушительных бокала буквально предательского вина?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Стройкӑн пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек тапхӑр пур: вӑхӑт нумай юлман калӑпӑр, вуникӗ уйӑхран тӑватӑ уйӑх ҫеҫ юлнӑ, анчах ӗҫӗ ҫурри кӑна пулнӑ, — вара тепӗр ҫуррине тӑватӑ уйӑхра, унтан та маларах туса пӗтереҫҫӗ!

В жизни стройки есть такая стадия, когда времени осталось, скажем, четыре месяца из двенадцати, а работы половина — и эта половина будет сделана за четыре месяца, даже раньше!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Аэродром ҫинче тӑватӑ бензин вагонне сирпӗнтернӗ, станцинче нимӗҫсем ҫӑнӑх пӑсма хатӗрлесе хунӑ наркӑмӑшлӑ шӗвек тултарнӑ тӑватӑ пичкене салатнӑ.

На аэродроме было взорвано четыре вагона с бочками бензина, а на станции уничтожены четыре бочки отравляющей жидкости, приготовленной немцами для порчи муки.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Проливӑн ӑшӑх пайӗ — пӗр енче тӑватӑ километр, тепӗр енче тӑватӑ километр — хӗлле тӗпне ҫитиех шӑнса ларнӑ.

Мелководная часть пролива — на четыре километра с одного и на четыре с другого берега — промерзала до дна.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Аманнисем йышӑнман вырӑнсенче юн кӳлленчӗкӗсем курӑнаҫҫӗ, темиҫе ҫӗр ҫын сывлать, кунта аманнисене ҫӗклекен рабочисенчен пӑс тухса тӑрать, ҫаксене пула ӗнтӗ кунта питӗ пӑчӑ, темӗнле йывӑр та ҫӑра шӑршӑ кӗрсе тӑрать, тӑватӑ ҫӗрте тӑватӑ ҫурта ҫути йӑсӑрланать.

Лужи крови, видные на местах незанятых, горячечное дыхание нескольких сотен человек и испарения рабочих с носилками производили какой-то особенный, тяжелый, густой, вонючий смрад, в котором пасмурно горели 4 свечи на различных концах залы.

8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Дик Сэнд кунта пӑсӑлман тӑватӑ пӑшал — уҫӑлакан затворлӑ, Пардипе К° завочӗ кӑларнӑ тӑватӑ чаплӑ карабин — тата патронташа майлаштарса чикнӗ ҫӗре яхӑн патрон тупрӗ.

Дик Сэнд нашел здесь четыре вполне исправных ружья — четыре великолепных карабина с откидными затворами завода «Парди и K°» — и около сотни патронов, тщательно уложенных в патронташи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑхӑт тата тӑватӑ сехет те иртмерӗ, эпӗ хамӑн отделенине аялалла ярӑнса анма приказ патӑм; ялта авӑтакан автансен сассине илтнӗ самантранпа вӑхӑт тӑватӑ сехет те иртмерӗ.

Не прошло еще четырех часов, как я отдавал приказ своему отделению скатываться вниз; не прошло еще полных четырех часов с той минуты, как мы услышали отдаленное пение петухов в деревне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Тӑватӑ кун та тӑватӑ каҫ вӑл вырӑнтан тӑмасӑр тенӗ пек хӑйӗн читлӗхӗнче тӗлӗрсе е хоботне ӗмкелесе выртрӗ.

Четыре дня и четыре ночи она лежала, почти не вставая, в своей клетке: то дремала, то сосала хобот.

Шашие сиплени // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Калама ҫук пысӑк саранча пӗрре батарейӑн лутра маччине ҫапӑнать, тепре, тигр тӑватӑ уран сикнӗ пек, тӑватӑ кустӑрман лаплатса ӳкет те каллех ҫынна хӑвалама тытӑнать.

Иногда эта колоссальная саранча ударялась о низкий потолок батареи, затем снова падала на свои четыре колеса, словно тигр на свои четыре лапы, и снова бежала к человеку.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпӗ ҫакна пиччене кӑтартсан, вӑл: — Тӑватӑ миль ҫеҫ! Ҫирӗм иккӗрен тӑватӑ миль анчах! Ку лайӑхрах уҫӑлса ҫӳресе ирттернӗ пек кӑна, терӗ.

Когда я указал на это дядюшке, он сказал: — Только четыре мили! Четыре мили из двадцати двух! Всего только порядочная прогулка.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тӑватӑ хӑмапа тӑватӑ вутсыппинчен вӑл хӑйне валли сарлака та вӑрӑм сак тунӑ.

Из четырех досок и четырех поленьев он сколотил себе широкий и длинный топчан.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Джим тӑватӑ кун та тӑватӑ ҫӗр выртрӗ.

Джим пролежал четыре дня и четыре ночи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ал айне килнӗ чух эпӗ тата хӑшпӗр япаласем ҫырса хутӑм: партиецсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун прогул тӑвакансем тӑватӑ процент, ӗҫе кая юлса тухакансем те тӑватӑ процентах, партире тӑман ҫитӗннӗ ҫынсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун сиктерсе хӑварнисем вунпӗр процент, кая юлса тухаканнисем — вунвиҫҫӗ.

Я мимоходом записал и еще кое-что: среди партийцев прогульщиков четыре процента по одному дню в месяц и опаздывают тоже четыре процента, среди беспартийных взрослых прогульщиков одиннадцать процентов по одному дню в месяц и опаздывают тринадцать процентов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех