Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвар (тĕпĕ: тӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ тӑвар хумарӑм-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пӗр кӗленче сӑмакун, ҫӑкӑрпа тӑвар тата шурӑ алшӑллипе типтерлӗн чӗркенӗ Турӑ Амӑшӗн турӑшне илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫеҫенхирсенче, тӑвар каснӑ тӑпра ҫинче, солянкӑсем ӳсеҫҫӗ, урӑх йышши ӳсентӑрансем унта ӳсеймеҫҫӗ.

На пропитанной солью почве сухих степей растут солянки, но не могут расти другие растения.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Типӗ ҫеҫенхирсемпе пушӑ хирсен тӑпринче тӑвар ытла нумай (тӑварлӑ тӑпра, солончаксем).

Наоборот, почва сухих степей и пустынь содержит слишком большое количество солей (солончаки).

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта тӗрлӗрен тӑвар кӑлараҫҫӗ.

Здесь добываются различные соли.

Пушӑ хирсен зонинче промышленность епле аталанса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен шывӗ пӑса тухса пӗтнӗ, тӗпӗнче тарӑн лакӑмсенче йӑлтӑркка шурӑ тӑвар сийӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Вода из них испарилась, и в углублениях остался ослепительно белый слой соли.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене витӗрех тӑвар ҫапса илнӗ.

Они пропитаны большим количеством солей.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл акӑ мӗнтен курӑнать: унта тӑварлӑ кӳлӗсем пит нумай, тӗллӗн-тӗллӗн тӑпрана витӗрех тӑвар каснӑ вырӑнсем тата тӑпра ӑшӗнче рак хуранӗсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Об этом говорят многочисленные соленые озера, участки земли, пропитанные солью, и раковины, встречающиеся в земле.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта ҫӗр ҫинче ҫӳхе хытӑ хупӑ пек тӑвар выртать, ҫӗр ҫине юр ӳкнӗ темелле.

Тонкой корочкой соль покрывала здесь землю, и казалось, будто выпал снег.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Крым ҫурутравӗнче тӑвар кӑлараҫҫӗ.

На Крымском полуострове добывается соль.

Ҫӗр айӗнчен кӑларакан усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Канал тӑрӑх ҫурҫӗртен пирӗн Совет Союзӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене ак ҫак япаласем каяҫҫӗ: вӑрман, пулӑ, ҫӗре ҫӗнетмелли удобренисем, строительство материалӗсем, ҫурҫӗрелле — тырӑ, нефть, тӑвар, пурӑнӑҫра тыткалама кирлӗ тӗрлӗ таварсем каяҫҫӗ.

По каналу идут с севера в различные места нашего Союза: лес, рыба, удобрительные вещества, строительные материалы, а на север: хлеб, нефть, соль, различные товары широкого потребления.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав темӗн хулӑмӑш тӑвар сийӗ выртнӑ вырӑнтан инҫе мар ҫӗр айӗнче ҫӗркӑмрӑкпе фосфорит сийӗсем пур.

Недалеко от этих мощных залежей солей находятся залежи каменного угля и фосфоритов.

Березники // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юлашки ҫулсем хушшинче тӗпчесе пӗлнисем тайгара ҫӗр айӗнче нумай пуянлӑх — ылтӑн, ҫӗркӑмрӑкӗ, тӑвар, графит, нефть пуррине палӑртрӗҫ.

Исследования последних лет показали, что в недрах тайги залегают большие богатства: золото, каменный уголь, соль, графит, нефть.

Тайган ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япалисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ҫеҫ тундрӑна ҫӑнӑх, тӑвар илсе пыма пуҫланӑ.

Только при советской власти стали завозить в тундру муку, соль.

Тундрӑри ялхуҫалӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр амбарӗнче михӗсенче ҫӑнӑх, кӗрпе, тӑвар.

В одном — мешки с мукой, крупой, солью.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Купецсем тундрӑна унта кирлӗ таварсем — кайӑка ҫӳремелли хатӗрсем, ҫӑнӑх, тӑвар, спичка ҫеҫ мар илсе пынӑ, вӗсем хӑйсемпе пӗрле эрех те илсе пынӑ.

Купцы приезжали не только с нужными в тундре товарами — с охотничьими принадлежностями, мукой, солью, спичками, но привозили с собой водку.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тытса килнӗ пулла пристане пушатаҫҫӗ те пичкесем ҫине тӑвар сапаҫҫӗ, унтан склада турттарса каяҫҫӗ.

Выгружают на пристань, укладывают в бочки, посыпают солью и отправляют в склады.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Талккишпех типсе ларнӑ, пур ҫӗрте те тирекен йӗпсем тата тӑвар.

— Совсем сухая, вся в иглах и соленая.

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑна валли тӑмран пӗчӗкҫӗ шар тӑвар та пралукпа тирсе шӑтарӑр, витӗр ҫип тирӗр (аялтан ҫипне тӗвӗ туса ҫыхӑр).

Сделайте шарик из сырой глины, проткните его проволокой, через отверстие продерните тонкую бечевку (снизу завяжите ее узлом).

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сарлака шыв тӑрӑх пассажир парохочӗсем ирӗккӗн ҫӳреҫҫӗ, сулӑсем юхаҫҫӗ; темиҫе пин пысӑк кимӗсемпе пӗчӗк кимӗсем тӗрлӗрен япаласем — нефть, вӑрман, тӑвар, пулӑ, тырӑ турттараҫҫӗ.

По широкому простору реки свободно идут большие пассажирские пароходы, плывут плоты, тысячи больших и малых судов перевозят разнообразные грузы — нефть, лес, соль, рыбу, хлеб.

Пысӑк юханшыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех