Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвар (тĕпĕ: тӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарта тӑвар кимми илет, тет, Ҫурла-ҫава кӑҫаллӑха парап, тет.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑвар кимми тӗл пулсан — Хуҫи сыхлан тапӑнсан: Кӗтмен ҫӗртен типӗ шар, Е ҫур кимӗ тӑвар пар, Вара иртӗн малалла Атӑл тарӑх тӑвалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла Ҫавал анинче каскӑн ҫынсем пурнаҫҫӗ Вырӑс хуҫа суттине тапхӑр-тапхӑр тапнаҫҫӗ: Пуринчен те ытларах тӑвар кимми хаклӑрах, Тӑвар чӑваш ҫыннишӗн нимӗнрен те хаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑна икӗ кун ҫимелӗх пайларӗ, кӑштах тӑвар сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пулӗ, теп, ара, тӑвар тӑкӑннӑ пулсан, вӑрҫасси те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

— Ха, тӑвар тӑкӑннӑ, — терӗ кухньӑра каштӑртатакан Алякка кинеми апат пӗҫерекен кинне.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

Ҫурхи шыв типсен тӑвар илсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑшт пурӑнсан тӑвар пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пура пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине шултӑра тӑвар ирӗличченех ҫӳрететпӗр «карапсене».

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун аллинче тӑвар сапнӑ икӗ пысӑк чӗлӗ ҫӑкӑр.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Киввисене тав тӑвар та ҫӗннисене ҫул уҫар! — кӑмӑлӗсене йӳле ярса, хӗрарӑм еккине яма кӑрккасем пек кӑлтӑртатрӗҫ чӑтӑмсӑррисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

— Лавккана кайма тухрӑм-ха, ҫӑкӑрпа тӑвар туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Айтӑр ҫапла тӑвар…», — пуҫларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӑчкӑ, п-пуртӑ тупса п-пар пире, кӑштах та пулин усӑ тӑвар хуть.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Амӑшӗ, яшкана тем тӑвар ҫитмест пек.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав вӑхӑтрах организма микроэлементсем те (шур тӑм, тӑвар…) кирли пирки шутламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Чӑн, Марине техӗмлӗ апат пӗҫернӗ: тӑвар калаттарнӑ, улмине, ҫулҫине ҫителӗклӗ янӑ, анчах та шӳрпи шӗвӗрех.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Яшкине пӑтратрӗ, салмапа пӗрле пӗр кашӑк ҫу, тӑвар ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл саксем хушшипе кӗлеткине тӳрӗ тытса уткаласа ҫӳрерӗ, сӗтел ҫинче тӑвар пуррипе ҫуккине, кашӑксем пурне валли те ҫитнипе интересленчӗ, мӗн те пулин ҫук пулсан, хӑех кухньӑна кайрӗ, мӗн кирлине илсе пырса пачӗ.

Он грациозно прохаживался между скамьями, интересовался, поставлена ли на стол соль, достаточно ли ложек, а если чего не хватало, сам шел на кухню, в посудную, и приносил все, что нужно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех