Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эй тӑванӑмсем, эсир питех те ырӑ кӑмӑллине, кирек мӗне те пӗлсе ҫитнине, пӗрне-пӗри вӗрентме пултарнине эпӗ хам та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп; 15. тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата ҫырса ятӑм пулсассӑн, — ӗнтӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑюллӑнах ҫыртӑм, — ҫакна эпӗ сире, хама Турӑ панӑ тивлетпе, хӑш-пӗр япаласене аса илтересшӗн турӑм: 16. мана суя тӗнлисем хушшинче Иисус Христосӑн ӗҫлекенӗ пулма, вӗсем Таса Сывлӑш тасатнипе Турра кӑмӑллӑ парне пулччӑр тесе, Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма хушнӑ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр.19. Не мстите за себя, возлюбленные, но дайте место гневу Божию.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, 26. ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. 27. Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем!
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ; 5. эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ; 6. халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем (ӗнтӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп), эсир пӗлместӗр-и-мӗн? этем саккуна хӑй чӗрӗ чухне анчах пӑхӑнса тӑрать.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, манӑн сире ҫакна пӗлтермесӗр хӑварассӑм килмест: ытти халӑхсем патӗнче тунӑ пек, сирӗн патӑрта та мӗнле те пулин усӑ тӑвасчӗ тесе эпӗ темиҫе хут та сирӗн пата пыма шухӑшласаттӑм, анчах мӗн халичченех чӑрмавсем тытса тӑчӗҫ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр.17. Но вы, возлюбленные, помните предсказанное Апостолами Господа нашего Иисуса Христа.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй савнӑ тӑванӑмсем!
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет; 8. юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр, 22. Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха.2. Возлюбленные! мы теперь дети Божии; но еще не открылось, что будем.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ.7. Возлюбленные! пишу вам не новую заповедь, но заповедь древнюю, которую вы имели от начала.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр; 15. Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ, 16. ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.