Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑваймастӑп (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавар сутса укҫа тӑваймастӑп, анчах ҫак вырӑн маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

19. Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп.

19. Доброго, которого хочу, не делаю, а злое, которого не хочу, делаю.

Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.

11. И сказал Урия Давиду: ковчег [Божий] и Израиль и Иуда находятся в шатрах, и господин мой Иоав и рабы господина моего пребывают в поле, а я вошел бы в дом свой и есть и пить и спать со своею женою! Клянусь твоею жизнью и жизнью души твоей, этого я не сделаю.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Валаам Валака каланӑ: ара, эпӗ санӑн ман патӑма янӑ элчӳсене ҫапла каламанччӗ-и: 13. «мана Валак хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен иртейместӗп, хам тӗллӗн ыррине те, усаллине те нимӗн те тӑваймастӑп: Ҫӳлхуҫа мӗн калать, ҫавна калӑп» теменччӗ-и?

12. И сказал Валаам Валаку: не говорил ли я послам твоим, которых ты присылал ко мне: 13. «хотя бы давал мне Валак полный свой дом серебра и золота, не могу преступить повеления Господня, чтобы сделать что-либо доброе или худое по своему произволу: что скажет Господь, то и буду говорить»?

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӑл пиллет те, эпӗ те пиллеме пуҫларӑм, эпӗ ҫакна урӑхла тӑваймастӑп.

20. Вот, благословлять начал я, ибо Он благословил, и я не могу изменить сего.

Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп; 19. ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.

18. И отвечал Валаам и сказал рабам Валаковым: хотя бы Валак давал мне полный свой дом серебра и золота, не могу преступить повеления Господа, Бога моего, и сделать что-либо малое или великое [по своему произволу]; 19. впрочем, останьтесь здесь и вы на ночь, и я узнаю, что еще скажет мне Господь.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех